АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксем валли - сырăшсем

27 января 2017 г.

 Кăçал экологи çулталăкĕ пулнă май ачасем те çутçанталăка пулăшас тесе тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнма пуçларĕç. Хĕллехи вăхăтра кайăксене усă тăвас тата вĕсене апат çитерес тесе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 4 "в" класĕнче вĕренекенсем эрне хушшинче çичĕ сырăш хатĕрлесе çакрĕç. Ку ĕçре уйрăмах арçын ачасем пултаруллă пулчĕç.

Аслисемпе пĕрле алла пăчкă, пуртă тытса, пăтасем çапса вăр-вар хатĕрленĕ сырăшсем халĕ кайăк-кĕшĕке савăнтараççĕ. Шкул çумĕнчи паркри сырăшсем çинче тĕрлĕ кайăка курма пулать. Вĕсем унта кунĕпех апатланаççĕ. Ачасем хăйсем пурăнакан çуртсем умне те сырăшсем туса çакма шантарчĕç. Анчах та çакни çеç çителĕксĕр, сырăшран нихăçан та апат ан татăлтăр, пĕчĕк туссем "столовăйĕнче" çиме пултарччăр.

Класра "Вĕçен кайăксем - пирĕн туссем" темăпа стенд хатĕрлерĕмĕр. Ачасем пирĕн тăрăхра хĕл каçма юлакан кайăксемпе тата кăнтăра вĕçсе каяканнисемпе паллашрĕç.

А.ВАЛИТОВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика