АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Проектсене ĕçе кĕртеççĕ

27 января 2017 г.

 Чăваш Республикинчи шкул ачисен юхăмĕн координаторĕсем Шупашкарта çĕнĕ проект хута янă. Проект йĕркипе Раççей шкул ачисен республикăри юхăмĕн хастарĕсем уйăхра пĕр кун Шупашкарта пухăнаççĕ. Маттур хĕрсемпе каччăсем çĕнĕ шухăшсене ăса хываççĕ. "Пĕлỹ вырсарникунĕ" проект шайĕнче ачасем 7 енлĕ ăсталăх туптаççĕ.

Экологи ыйтăвĕсене сỹтсе явма, çĕнĕ сĕнỹсемпе проектсем хатĕрлеме ачасене активлă çамрăксен пĕрлешĕвĕ пулăшать. Çамрăк патриотсене вара республикăри Çĕнтерỹ волонтерĕсем çĕнĕ ĕçе йĕркелеме хăнăхтараçççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтерĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене, çемьесене пулăшас ĕçе епле йĕркелемеллине вĕрентеççĕ. Раççей çамрăк журналисчĕсен лигин ертỹçи Евгений Суховей ачасене журналистика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Чăваш Ен тĕпчевçисем вăрçăра çухалнă çынсем çинчен хыпар ăçта тата мĕнле шырамаллине ăнлантараççĕ.

Иртнĕ кунсенче Шупашкар хулине пĕлỹ пухма Çĕнĕ Мăратри шкул ачисен "Çĕнĕ хум" юхăмĕн 12 хастарĕ çитсе килчĕ. Малашне те ачасем проекта хастар хутшăнма тĕллев тытнă. "Çĕннине, кирлине нумай пĕлтĕмĕр. Тепĕр тĕлпулу валли пире киле кăсăклă ĕç те парса ячĕç. Кĕçех эпир хамăр шкулта çĕнĕ йышши проектсене те хута ярăпăр", - тулли кăмăлпа пĕлтерчĕç ачасем.

Т.МАТРОСОВА,

8-мĕш класс вĕренекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика