27 января 2017 г.
"Яла килнĕшĕн, кунтах çемьепе тĕпленнĕшĕн пĕрре те ỹкĕн-местпĕр. Атте-аннепе, тăвансемпе юнашар пулни аванрах. Юратнă ĕç пурри те хавхалану, вăй-хăват кỹрет", - терĕç Урмаел ялĕнче пурăнакан Гульнарăпа Наиль Шариповсем. Вĕсем пурнăçне ялпа ăнсăртран çыхăнтарнă иккен. Çак саманта кил хуçи хĕрарăмĕ ăшшăн аса илчĕ.
- Пĕррехинче хуларан тăван яла, Чĕчкене килсессĕн, Наиль мăшăрăм Урмаел ялĕ çав тери хитре пулнине, унта тĕпленме хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Эпĕ унăн шухăшне ырларăм çеç, - каласа парать Гульнара Минаравамиловна.
Мăшăрсем пĕр-пĕринпе Нижнекамск хулинче паллашнă. Юрра-ташша ăста икĕ çамрăк хулари "Ильхам" ансамбльте юрланă. Иккĕшĕ те, музыка енĕпе пĕлỹ илнĕскерсем, ансамблĕн пултаруллă юрăçисем пулнă. Гульнара Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ, Наиль Казахстанри Джамбул хулинчи музыка училищинче вĕреннĕ. "Ильхам" ансамбльте юрлакансем гастрольсемпе нумай хулара пулнă, çепĕç юрри-ташшипе куракансене савăнтарнă, ăсталăхне те ỹстернĕ.
Шариповсем Нижнекамск хулинче чылай çул пурăннă пулин те, шăпа вĕсене Урмаел ялне илсе çитернĕшĕн пĕрре те ỹпкелешмеççĕ. Ялта тымар янăранпа 20 çул иртнĕ. Çак вăхăтра вĕсем çурт-йĕр хăпартнă, йывăç-тĕм лартнă, 3 ывăл çуратнă. Данияр Хусан хулинче вĕренет, Айшат вăтам шкулта 8-мĕш класра пĕлỹ пухать, кĕçĕнни Ильшат ача садне çỹрет. Çемье телейĕ - ачисенче. Вĕсем пушă вăхăта, канмалли кунсене пĕрле ирттерме тăрăшаççĕ. Кил-йышри хутшăнусен çирĕплĕхĕпе çепĕçлĕхĕнчен ачасем еплерех çитĕнесси нумай килет. Çакна Шариповсем лайăх пĕлеççĕ. Кил хуçи арăмĕ çемьери арçынсене тăтăшах тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Уйрăмах мăшăрĕ Наиль кăмăллакан бишбармака вăл кашни эрнерех пĕçерсе пама хатĕр.
Паянхи кун Гульнарăпа Наиль - "Мишар" халăх фольклор ансамблĕн артисчĕсем. Куракансене хăйсен çепĕç юррисемпе савăнтараççĕ.
- 1997 çулта Урмаелне куçса килсессĕнех, паянхи пек ас тăватăп ăна, Ферит Гибатдинов ялта иртекен концерта хутшăнма чĕнчĕ. Юрларăмăр, ташларăмăр, хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Пире тỹрех "Мишар" халăх ансамблĕнче юрлама сĕнчĕç. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те, эпир халăх кăмăллакан ансамбль йышĕнче пулнишĕн чăннипех те савăнатпăр, - пĕлтерчĕ савăнса Наиль Салимович.
20 çул хушшинче артистсем ăçта-ăçта çитсе курман-ши? Кама кăна савăнтарман-ши? Тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса ансамбль малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Çакна Хисеп хучĕсемпе парнесем çирĕплетеççĕ.
Вĕсенче вăй-хал тапса тăрать тейĕн. Канма та, ĕçлеме те, ачасемпе вăхăта усăллă ирттерме те лайăх пĕлеççĕ. Туслă çемье ĕçре те, обществăлла пурнăçра та хастар. Ачисем амăшĕпе ашшĕнчен вĕренсе пыраççĕ, вĕсем пек пултаруллă та маттур пулма ĕмĕтленеççĕ. Тĕс-лĕхрен, Ильшат юрлама кăмăллать, ансамбль репертуарĕнчи нумай юрра пĕлет иккен вăл.
- Ỹссен, аннепе атте пек, юрăç пулăп, куракансене савăнтарăп, - тет 5 çулхи шăпăрлан.
Ахальтен мар пултаруллă çемье Пĕтĕм Раççейри "Тутар çемйисен фончĕ" обществăлла организаци йĕркелекен "Икĕ çунат" конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Шариповсем Раççейре пурăнакан чи лайăх 10 тутар çемйи йышне лекме пултарнă. Çакă вара чăннипех те пысăк çитĕнỹ.
"Çирĕп çемье - çĕршыв никĕсĕ", тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Юратупа, пилпе чăмăртаннă Шариповсен çемйи гранит пекех çирĕп пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"