АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанне-асаттепе мухтанатпăр

27 января 2017 г.

Эпир хамăра питĕ телейлĕ çынсем тесе шутлатпăр. Пирĕнпе юнашар çывăх çынсем - атте-анне, асатте, асанне, кукамай. Кирек мĕнле самантра та вĕсем яланах çумра.

Камран тĕслĕх илмелли те пур. Акă, Юнтапа ялĕнче пурăнакан асаннепе асатте - Валентина Тихоновнăпа Валерий Никонович Лепешкинсем - ĕмĕрĕпех "Урожай" колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вĕсем ĕçчен те пултаруллă пулнине Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, асанне ферма ĕçченĕ пулнă, асатте трактористра тăрăшнă. Лепешкинсем çирĕп çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулсассăн та мăшăр кăвакарчăн тейĕн вĕсене. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Вĕсем вăрçăннине, харкашнине нихăçан та илтмен. Шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ, апатланаççĕ. Пире те ĕмĕрĕпех çапла пурăнма пиллеççĕ. Эпир килсен чунтанах хĕпĕртеççĕ.

Асаннепе асатте 6 ачана тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вĕсен - 13 мăнук.

Пурте пĕрле тăван киле пуçтарăнсан мĕнлерех савăнаççĕ вĕсем тата? Акă, нумаях пулмасть асанне 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çывăх çыннăмăра пурте пĕрле саламларăмăр. Унăн кун-çулĕ вăрăм та тумхахсăр пултăр.  

Асаннепе асатте пире - мăнукĕсене - яланах ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ. "Çĕршыва юрăхлă çын пулăр", - теççĕ вĕсем тăтăшах сĕнỹ-канаш панă май. Асатте ĕç вăрттăнлăхне уçса парать, пуртă е кĕреçе аври тумалла-и е урăх япала - яланах вĕрентме хатĕр вăл.

Асаннепе асатте пире ĕçлеме çеç мар, лайăх вĕренме те нумай ăс параççĕ. Вĕсем яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Çывăх çынсенчен вĕренмелли, ăша хывмалли чăнах та нумай.

Асаннепе асатте, эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр. Сирĕн пурнăç çулĕ вăрăм та такăр пултăр. Эсир пуртан эпир - чи телейлисем!

Настьăпа Никита ЛЕПЕШКИНСЕМ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика