27 января 2017 г.
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта ачасен "Кванториум" технопаркĕ уçăлнă. "Кванториума" республикăри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче уçнин тĕллевĕ те пархатарлă - тĕрлĕ кружока çỹрекен ачасем çула май тенĕ пек технопаркпа паллашĕç.
"Кванториума" çỹрес текенсен йышĕ, технопарк ертỹçин Сергей Сорокинăн сăмахĕ тăрăх, халех пысăк. Çакă инженери тытăмĕнчи инновацие хамăр тăрăхра хута яни вырăнлă та вăхăтлă пулнине çирĕплетет.
Технопаркра - ултă лаборатори. "Кванториум" ачасене ăслăлăх енне туртăнма, малашлăхра техника аталанăвне хăйсен тỹпине хывма пулăшĕ.
Источник: "Каçал Ен"