27 января 2017 г.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей Çар мухтавĕн кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 73 çул çитрĕ. Этемлĕх историйĕнчи чи хурлăхлă пулăма сирме - Ленинград хулине тăшман ункинчен хăтарма - пирĕн республикăран та чылайăн хутшăннă.
Аслă Отечественнăй вăрçăра чи вăраха тăсăлнă çапăçу 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕччен тăсăлнă. Ленинграда хỹтĕлесси 900 кун пынă. Çак тапхăрта кунта совет çарĕ Германи çарĕсен пысăк пайне тата финсен пĕтĕм çарне тытса тăнă. Çакă, паллах, Хĕрлĕ Çара фронтăн ытти участокĕсенче çĕнтерỹсем тума май панă. Ленинградра пурăнакансем чăннипех хăйсен патриотла туйăмне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне кăтартнă. Блокада вăхăтĕнче хулари 1,5 миллиона яхăн çын вилнĕ.
1941 çулхи утă - авăн уйăхĕсенчех халăх ополченийĕн 10 дивизийĕ йĕркеленнĕ. Йывăрлăха пăхмасăр Ленинградри промышленноç предприятийĕсем пĕр кун та ĕçлеме чарăнман. Блокадăри çынсем валли Ладога кỹлли урлă пулăшу пырса тăнă.
1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пынă стратегиллĕ Ленинград - Новгород тапăну операцийĕнче нимĕç фашисчĕсен "Çурçĕр" çар ушкăнне чăннипех питĕ пысăк сиен кỹнĕ. 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Ленинградра блокада ункине пĕтĕмпех татнине уявланă.
Источник: "Каçал Ен"