27 января 2017 г.
Ял хуçалăх министерствин рынокри апат-çимĕç хакĕсене тишкерекен секторĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри халăхран пухакан чĕрĕ сĕтĕн вăтам хакĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 28 процент пысăкрах (январĕн 20-мĕшĕ тĕлне). Сĕтпе ĕçлекен предприятисем те сивĕтнĕ сĕте пĕлтĕрхинчен вăтамран 30 процент пысăкрах хакпа туянаççĕ. "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприяти кăтартăвĕсемпе, пĕр килограмм сĕтшĕн 26,06 тенкĕ параççĕ. Республикăри хаксене тишкерес пулсан, хальхи вăхăтра сĕте халăхран пухмалли хаксем пĕр литршăн 18 тенкĕрен пуçласа 26 тенкĕ таран йĕркеленнĕ. Чи пĕчĕк хак Улатăрта - 18 тенкĕ, чи пысăкки - 26 тенкĕ - Красноармейски, Тăвай районĕсенче. Пирĕн районта - 22-25 тенкĕ. Ытти районсенче çакăн пек: Элĕк - 21-24 тенкĕ, Патăрьел - 21,5-24, Вăрнар - 22, Йĕпреç - 21-23, Куславкка - 20-23, Муркаш - 22-23,5, Вăрмар - 23, Çĕрпỹ тата Шупашкар районĕсенче - 20-24, Çĕмĕрле - 22, Етĕрне - 21-22, Елчĕк - 22-24, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче - 21 тенкĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"