27 января 2017 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх пайĕ Чăваш Енри хуçалăхсенче пĕр талăкра мĕн чухлĕ сĕт суса илнине шутланă.
Официаллă кăтартусене ĕненес пулсан, республикăра пĕр талăкра 393,6 тонна сĕт туса илеççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сĕт таварлăхĕ чакнă иккен.
Пирĕн республикăри хуçалăхсенче пĕр талăкра вăтамран 13 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 2,3 процент нумайрах. Пирĕн районта вара хальхи вăхăтра кашни ĕне пуçне 14,1-шер килограмм сĕт илеççĕ.
Пысăк сăвăмлисен шутĕнче Комсомольски районĕнчи хуçалăхсем те пурри савăнтарать. Акă, "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕ çак список пуçламăшĕнче тăрать. Кунти кулленхи кăтарту - 24,7 килограмм. Элĕк районĕнчи "Новый путь" ЯХПК (23,1 кг), Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирма (21,2 кг), Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Смак-Агро" тулли мар яваплă общество (20,3 кг) та пĕр ĕнерен 20 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"