27 января 2017 г.
"Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ", - тет Комсомольски 1-мĕш вăтам шулĕн вунпĕрмĕш класĕнче вĕренекен Лиза Зайцева сăпайлăн. Конкурс-олимпиадăра, ăмăртусенче шкул чысне хỹтĕлесе çỹле çĕклекенскер кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Çак çăмăллăха тĕрлĕ çĕрте пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă çамрăксем çеç тивĕçееççĕ. Лиза çавăн пеккисен йышĕнчен, пур çĕрте те хастар.
Кĕнеке-журнал вулама кăмăллаканскер сăвăсем çырма та вăхăт тупать. Вулакансене паян унăн пĕр сăввипе паллаштарăпăр. Уншăн кĕнеке - пĕлỹ çăлкуçĕ. Вăл кашни кунах шкулти, районти вулавăша çитме тăрăшать. Хăйне кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене шăпах кĕнеке-журналсенче шырать. Унта тупаймасассăн вара интернет пулăшать. Лиза кĕнекепе туслă пулнине районти, республикăри конкурссенче пĕрре кăна мар палăрни çирĕплетет.
Вĕсем çемйипех вулавăшпа туслă тесен те йăнăш пулмасть. Александровка ялĕнче тĕпленнĕ Алинăпа Сергей Зайцевсем ачисене мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштарнă, халĕ те çаплах. Çемьен килти библиотека фондĕнче 500 экземпляра яхăн кĕнеке упранать. Кашнин кăмăлне тивĕçтерекен литература пур унта. Зайцевсем 2013 çулта республикăри "Чи нумай вулакан çемье" конкурсра çĕнтернĕ. 2014 çулта Лиза "Литературăллă Чăваш Ен" конкурсра "Лидер чтения" номинацире çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Зайцевсем çак енĕпе иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнмасăр пĕрре те юлмаççĕ.
Ăслăлăх конференцийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче те хĕр çивĕч ăсĕпе палăрать. Вăл ют чĕлхе предметне çăмăллăнах шĕкĕлчет тата. Хăйĕн пĕлỹ шайне ỹстерес тĕллевпе Лиза республикăра, Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен олимпиадăсене, интернет-конкурссене хутшăнать. Çитĕнĕвĕ те сахал мар.
- Лиза - пирĕн шкул чысĕ те мăнаçлăхĕ. Питĕ тăрăшуллă вăл. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе килет, обществăлла ĕçсенче те хастар. Олимпиадăсене, конкурссене хаваспах хутшăнать, çитĕнỹсемпе савăнтарать, - мухтать стипендиаткăна Надежда Львова вĕрентекен.
Маттурскер хăйне тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхма шут тытнă тейĕн. Ара, вăл спортпа та туслă. Пушă вăхăтра йĕлтĕрпе, конькипе ярăнать, бассейнра ишсе киленет.
- Алла аттестат илме хатĕрленекенĕн паян чăннипех те пушă вăхăт сахал. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмелле, уроксене тĕплĕн пурнăçламалла. Унсăр пуçне библиотекăна çитме те вăхăт тупмалла. Апла пулсассăн та юлташсемпе уçăлса çỹреме, алла фотоаппарат тытма вăхăт тупатăпах. Илемлĕ вырăнсене, çывăх çынсене сăн ỹкерттерме кăмăллатăп эпĕ, - кăмăлне уçрĕ Лиза.
Чăннипех те, çемье архивĕнчи альбомсенче хĕрĕн илемлĕ сăнỹкерчĕкĕсем тирпейлĕ упранаççĕ. Вĕсенче çывăх çынсем, юлташсем, çутçанталăкăн илемĕ, тĕрлĕ чĕрчунсем тата чечексем сăнланнă. Чечексем тенĕрен, Лизăн амăшĕ Алина Геннадьевна - флорист. Çавна май хĕр те пушă вăхăтра унпа пĕрле капăр чечек çыххисем тăвать. Пĕлтĕр вăл ку енĕпе Хусан хулинче ятарлă курссенче вĕренсе сертификат та илнĕ.
Музыка та хĕршĕн чун киленĕçĕ. Лиза - районти искусство шкулĕн выпускникĕ. Вăл фортепианăпа вылять. Уявсенче Зайцевсен килĕнче яланах çепĕç кĕвĕ янăрать. Лиза çеç мар, шăллĕ Степан та çак инструментпа вылять. Вĕсем хыççăн Родион та фортепиано клавишисене пускалать иккен.
Хĕрупраç çакăн пек тăрăшуллă пулнинче ашшĕпе амăшĕн тỹпи пысăк. Шăпах вĕсенчен Лиза тĕслĕх илет те ĕнтĕ. Çывăх çыннисем хавхалантарни, сĕнỹ-канашпа пулăшни нимрен паха уншăн. Ку вара вĕренỹре çеç мар, пурнăçра та çĕнтерỹçĕ пулма çунатлантарать.
Ода книге
Жить без книги - жить без света.
Книга - яркая комета,
Осветит твой путь везде:
На земле и на воде.
Храм у книг - библиотека,
Бог один там - библиотекарь.
Ты почаще здесь бывай,
Книжки добрые читай.
И тогда в храм распахнется
Дверца золотая.
В мир загадок уведет
Сказка расписная,
В мир ужасных Бармалеев
И могучих чародеев,
В дом хороших книжек
И веселых ребятишек.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"