27 января 2017 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионта уйрăм категорире тăракан çынсене çул çỹрев укçине тăкакланăшăн пĕр пайне компенсаци тỹлес йĕркене çирĕплетнĕ.
Ĕç хучĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕлĕх федераци тата регионти пулăшăва илекен Чăваш Енри çынсене троллейбуспа тата хуласем хушшинче çỹрекен автобуссемпе усă курнăшăн билет хакĕн пĕр пайне саплаштарма ирĕк парать. Компенсацие кварталта пĕр хутчен, билет хакĕнчен 20 процентне тỹлеме йышăннă. Анчах та çакна палăртмалла, вăл 150 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар. Çынсен хăйсем çăмăллăхпа усă курни çинчен халăха социаллă пулăшу паракан центртан ятарлă çи-рĕплетỹ хутне илмелле.
Чăваш Республикинчи Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак пулăшупа квартал пĕтнĕ хыççăнхи уйăхăн малтанхи 15 кунĕ хушшинче усă курма пулать. Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пая çитмелле, заявлени çырмалла.
"Кун пек çирĕп йĕрке туни халăха транспортпа илсе çỹретекенсем улталассинчен пăрать. Укçана транспорт компанийĕсене куçарса памаççĕ, тỹрремĕнех çăмăллăх пур çынсене тивĕçтереççĕ. Кун пек чухне халăха илсе çỹрекен транспорт хуçисем уйрăм çынсене улталаймĕç", - тенĕ Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин.
Источник: "Каçал Ен"