27 января 2017 г.
Январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн Общество телевиденийĕн тỹрĕ эфирта пыракан "Отражение" кăларăмĕнче пулнă. Унсăр пуçне вăл "Про бизнес" телеканалăн "Наше дело!" программине ỹкернĕ çĕре хутшăннă.
Тỹрĕ эфирти кăларăмра Михаил Игнатьев телекуравçăсен вунă ытла ыйтăвне хуравланă. Михаил Васильевичран ыйтса пĕлес текенсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен шăнкăравланă. Çав йышра Чăваш Енре пурăнакансем те чылайăн пулнă. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, çул-йĕр тăвассипе, социаллă пулăшу кỹрессипе, çынсене кивĕ çуртран куçарассипе, пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, суту-илỹри сервиса лайăхлатассипе çыхăннă темăсене хускатнă.
Источник: "Каçал Ен"