АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахматла выляççĕ, çĕнтереççĕ

24 января 2017 г.

Январĕн 21-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче шахмат вăййин тупăшăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ - ачасене шахматла выляма вĕрентесси тата чи маттуррисене палăртасси.

Тупăшăва Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи ăмăртура эпир пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ, кăçал та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕмĕр. Чи маттур вылякансене вара палăртса хăварас килет. Василий Степанов, Рифат Шарафутдинов (8-мĕш "а" класс), Георгий Данилов (7-мĕш "б" класс), Данил Саванин, Аида Шарафутдинова (6-мĕш "а" класс) шахматла чăннипех те ăста выляççĕ. Вĕсем малашне те çитĕнỹсем тăвасса шанатпăр.

В.АВТОНОМОВ,

физкультура учителĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика