АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тивĕç - тавралăха упрасси

24 января 2017 г.

 Кăçал Раççейре заповедниксем уçăлнăранпа 100 çул çитнине паллă таваççĕ. 1917 çул пуçламăшĕнче "Баргузинский" пĕрремĕш заповедник ĕçлеме пуçланă. Çак пулăма тĕпе хурса Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче Экологи çулталăкне уçрĕç тата заповедниксен урокне йĕркелерĕç.

Раççейри заповедниксем пирки чи малтанах биологи учителĕ В.В.Басникова каласа пачĕ. Вăл республикăри "Присурский" заповедник çинче уйрăмах тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Шкул ачисен "Çĕнĕ хум" юхăмĕн активисчĕсем унта пурăнакан чĕрчунсем çинчен каласа пачĕç. Пирĕн пĕрлехи тĕллев - чĕр-чунсене, кайăк-кĕшĕке сыхласа хăварасси, вĕсене пурăнма условисем туса парасси. "Çутçанталăк кулли" видеоролике те ачасем кăсăкланса пăхрĕç.

В.ФИЛИППОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика