АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур çын аллинче ĕç вĕрет

24 января 2017 г.

 Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче тăтăшах мероприятисем йĕркелесси йăлана кĕнĕ.

Акă, çак кунсенче "Хĕллехи фантази" конкурсра палăрнисене палăртрăмăр. Вĕренекенсем те, аслăраххисем те унта хастар хутшăнчĕç. Пурне те Хисеп хучĕсемпе тата сертификатсемпе чысларăмăр. Пирĕн тăрăхра чăннипех те пултаруллă, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем тем тĕрлĕ япала ăсталама та маттур. Апла пулин те, Елчĕк тăрăхĕнчен килсе çитнĕ Светлана Голубевăпа Снегира Степанова йĕркеленĕ мастер-класс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Вĕсем вак пусмаран тĕрлĕ япала, пукане тума вĕрентрĕç. Унпа пĕрлех кăçатă евĕр парне тăвасси те хăйне евĕрлĕ интереслĕ иккен. Павел Юманов гипсран темтепĕр ăсталама маçтăр. Вăл та уява хутшăннисене асăнмалăх парнепе савăнтарчĕ.

Пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни çав тери кирлĕ. Кун пек тĕлпулусем музейра татах та йĕркелĕпĕр.

А.ПОЛЯКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика