АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни уявĕнче

24 января 2017 г.

 Крещени (Кăшарни) - православи чиркĕвĕн чи пысăк уявĕсенчен пĕри. Шурут ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем çак уява кашни çулах Юнтапари пĕве хĕрринче ирттереççĕ.

Кăçал та уява йышлăн пухăнчĕç. Малтанах Юнтапари клуб ертỹçи Анатолий Кузьмин ертсе пынипе ял çамрăкĕсем пăр касса шыва кĕмелли вырăн хатĕрлерĕç. Шурут чиркĕвĕн настоятелĕ Вадим иерей шыв хĕрринче кĕлĕ ирттерчĕ. Ун хыççăн çамрăксем те, аслăрах çулхисем те шыва кĕчĕç. Вĕсем валли ăшăнма, хывăнса тумланма палатка та лартнă. Палатка вырнаçтараканĕ - А.И.Алексеев.

Ял çыннисем те, хăнасем те вĕри чей ĕçрĕç, пулă шỹрпи çирĕç. Тутлă шỹрпе çитерекенсене пурте ăшшăн тав турĕç.

Уяв туса панăшăн ял халăхĕ Шурут ял тăрăхĕн ертỹçине Сергей Маштанова тав тăвать.

Çакăн пек уявсем йăлана кĕрсе пыни пурне те савăнтарать. Манас марччĕ асатте-асаннесен праçникĕсене.

Т.КАЗАКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика