24 января 2017 г.
Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра пурăнакан çемьесем Шупашкарти хĕллехи спорт вăййисен центрĕнче йĕлтĕрпе чупса ăмăртнă. Çемье командисем республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Вĕсемпе пĕрле Михаил Игнатьев та йĕлтĕр çине тăнă.
"Мĕн ĕлĕкрен çемьери ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пынă, ашшĕ-амăшĕ - ачисене, аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсене вĕрентсе ăс-хакăлпа пуянлатнă. Паян та çамрăксем аслисенчен тĕслĕх илсе ỹсеççĕ. Эстафета ашшĕ-амăшĕпе ачисене пĕрлештерет, çемьери хутшăнусене çирĕплетет", - тенĕ Михаил Васильевич старта тухакансене ăнăçу сунса.
Тĕрлĕ районсемпе хуласенчен çитнĕ çемьесем старта тухнă. Пирĕн районтан ăмăртăва Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Оксанăпа Владимир Кошкинсен, Аслă Чурачăкри Светланăпа Владимир Николаевсен, Йỹç Шăхалĕнчи Розăпа Валерий Ефремовсен çемйисем хутшăннă. Вĕсем ывăл-хĕрĕсемпе пĕрле старта тăнă. Николаевсен çемйи ăмăртура виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, Кошкинсем финиша тăваттăмĕш çитнĕ. Вĕсем çемйипех спортпа туслă пулни савăнтарать.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"