АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЭК пама чарăннă

24 января 2017 г.

 Чăваш Республикинче, пĕтĕм çĕршыври пекех, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен граждансене универсал электрон карттă (УЭК) пама чарăннă. Ку йышăнăва федерацин 2016 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче кăларнă 471-ФЗ саккунĕпе çирĕплетнĕ.

Çак саккунпа килĕшỹллĕн УЭКпа обязательнăй медицина страхованийĕн тата пенси страхованийĕн страховани свидетельствин полисĕсем пек усă курассине пăрахăçланă. Çавăн пекех маларах илнĕ УЭКсен дубликачĕсене кăларма ыйтса çырнă заявленисене те йышăнмаççĕ. Карттăн транспорт сарăмĕ (приложени) тата электрон мелпе алă пусни вара малалла ĕçлеççĕ. Транспорт сарăмĕ Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссенче, маршрут таксийĕсенче, "Чăваш автотрансăн" пассажир транспортĕнче вăйра тăрать. УЭКпа тỹленĕ чухне хулари общество транспортĕнче çулçỹрев 1 тенкĕ, хула çывăхĕнчинче вара кашни километршăн 30 пус йỹнĕрех пулать.

Чăваш Енре кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне граждансенчен карттă пама ыйтса çырнă 23,3 пин заявлени йышăннă. 17,4 пин УЭК панă. Заявлени çырнисем, анчах карттă илсе ĕлкĕрейменнисем, "Информаци технологийĕсен центрĕ" БУра (Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112) тата 8(8352)56-54-99 телефонпа шăнкăравласа информаци илме пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика