АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ĕçĕме чăннипех юрататăп"

24 января 2017 г.

"Ĕçĕме чăннипех юрататăп"

 - çапла калать Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшакан Галина Шуряшкина стоматолог.

Чăннипе, çакна пултаруллă специалист пациентсемпе мĕнле хутшăннинчен, вĕсене сипленинчен те тỹрех туйма пулать. Хăйĕн патне килекенсене асапран хăвăртрах хăтарас тесе хăш шăлĕ канăç паманнине ыйтса пĕлет, çийĕнчех сиплеме пуçлать, шăлсене мĕнле пăхмалли пирки сĕнỹ-канаш пама та ỹркенмест. "Пирĕн Галина Вениаминовна тухтăр пулмах çуралнă, чунне парса ĕçлет вăл, пуринпе те ăшшăн, кăмăллăн калаçать, лайăх сиплет", - теççĕ ун патне куллен çỹрекен пациентсем.

Хăйĕн профессине Галя Галкина ачаранах килĕштернĕ. Шурă халат тăхăнса çынсене сиплесси, илемлĕ кулă парнелесси илĕртнĕ ăна. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе хĕрача Аслă Чурачăкри вăтам шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Алла аттестат илнĕ пике республикăн тĕп хулине çул тытнă, ашшĕ-амăшне çăмăлрах пултăр тесе, пирваях Чапаев ячĕллĕ пĕрлешĕве покрасчик-лакировщике вырнаçнă. 1987 çулта Шупашкарти медицина училищин студенчĕ пулса тăнă, тепĕр виç çултан вара шăл врачĕн дипломĕллĕ çамрăк специалист районти тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă. Çулталăк вĕçĕнче ăна тăван ялне стоматологи кабинетне куçарнă. Çирĕм çиччĕмĕш çул ĕнтĕ Галина Вениаминовна кунта тăрăшать. Паянхи çĕнĕ технологисенчен аякра юлас мар тесе вăл тăтăшах квалификацие ỹстерекен курссенче пулать, ĕçтешĕсемпе те çыхăну тытать.

Пултаруллă тухтăр патне Чĕчкен ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, ытти çĕртен те сипленме килсе çỹреççĕ. Шăлсене лайăх сипленĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕпе çепĕç чĕлхишĕн хисеплеççĕ ăна пациентсем. Çакă мар-и медицина ĕçченĕшĕн чи хакли? Маттур стоматолога пахалăхлă ĕçшĕн Хисеп тата Тав хучĕсем темиçе хутчен те парса чысланă.

Ваттисен "Улми улмуççинчен аякка ỹкмест" текен каларăшĕ пурнăçра чăна килнине пĕрре кăна мар сăнанă. Çак каларăш Галкинсен ачисене те пырса тивни пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Амăшĕпе ашшĕ, Валентина Фадеевнăпа Вениамин Иванович, виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă, вĕсене çирĕп тытнă. Ĕçе лайăх тусан вара хавхалантарма та манман, ырă сăмахпа савăнтарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Галкинсен ачисем "Заветы Ильича" колхозри ĕçсене хутшăннă. Килте те кашнийĕшĕнех хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Тен, ача-пăчан тантăшĕсемпе пĕрле урамра та выляс килнĕ пуль, çапах ыттисем çумне вĕсем хушнă ĕçе туса пĕтерсен çеç хутшăнма пултарнă.

- Çамрăк чухне пиртен атте-анне çавăн пек çирĕп ыйтса питĕ тĕрĕс тунă тесе шутлатпăр халь, - тет Галинăн аппăшĕ Люба. - Атте уроксене тунине те тăтăшах тĕрĕслесе тăратчĕ. Юмах вуласа паратчĕ те содержанине мĕнле астуса юлнине калаттаратчĕ. Аттен çирĕплĕхĕ çимĕçне панах, пĕртăванăмсем пурте вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынă, тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ.

Тỹпере вĕçекен кайăксем те мăшăрлă, ĕçчен, маттур та сăпайлă Галинăна та куç хывакан каччăсем пайтах пулнă пуль. Пике вара ĕмĕр сукмакĕпе пĕрле утма пĕр ял яшне Дмитрий Шуряшкина суйласа илнĕ. Дмитрий Иванович "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче чылай çул механизаторта вăй хурать. Вăл тухăçлă тырпул, тымар çимĕç туса илес тесе хĕлĕн-çăвĕн трактор-комбайн штурвалне алран ямасть. Килти хуçалăхра та арçын алли туйăнать кунта, пỹрт-çурчĕ, хуралтисем çирĕп те йĕркеллĕ. Килĕшỹллĕ те туслă мăшăр ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Артем Мускава ĕçлеме çỹрет, Марта вара Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне пĕтернĕ хыççăн юридици факультетĕнче иккĕмĕш аслă пĕлỹ илет.

Тăван кил сукмакне манăçа кăлармаççĕ ачисем, пушă вăхăт тупăнсанах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пулма васкаççĕ. Çемье пĕрле пухăнсан вара шăкăл-шăкăл ăшă калаçу пуçланать. Тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулнă сĕтел хушшинче тăвансем те час-часах пĕрле пулаççĕ. Тирпейлĕ кил хуçи арăмĕн хăнасене сăйлама тĕрлĕ тутлă çимĕç, юр-вар яланах пур. Галина çулла-кĕркунне çырла-кăмпана çỹреме юратать, çавăнпа вĕсен хăйсен валли те, хăнасене парса ямалăх та вăрман кучченеçĕ çителĕклех.

Пурнăç кустăрми пĕр чарăнми малалла чупса куç хупса иличчен çур ĕмĕр иртсе кайни сисĕнмерĕ те Галина Вениаминовнăшăн. Паян вăл юбилей ячĕпе çывăх çыннисенчен, тус-тăванĕсемпе юлташĕсенчен саламсем йышăнать. Çак саламсем çумне эпир те хутшăнса ăна çирĕп сывлăхпа ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, пурнăçа юратса пурăнма сунатпăр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика