24 января 2017 г.
Январĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Михаил Васильевич Çырура иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, умра тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене, пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ.
"Пирĕн тĕп тĕллев - Чăваш Енре пурăнакан кашни çын пурнăçне кунсерен лайăхлатасси! Çынсем хускатакан çивĕч ыйтусене халăхран уйрăммăн ĕçлесе татса пама çук. Влаç - полномочисем кăна мар, чи малтанах - халăх умĕнчи пысăк яваплăх. Çынсем пархатарлă улшăнусем кĕтеççĕ. Çакă пире мĕнпур вăя хурса, яваплăха ỹстерсе ĕçлеме хистет", - терĕ вăл Çырăва пуçласа.
Унпа пĕрлех мĕнпур çынна пурăнмалли лайăх условисемпе тивĕçтересси, çамрăксене тивĕçлĕ пĕлỹ илме, ĕçлекен халăха професси ăсталăхне аталантарма кирлĕ пек майсем туса парасси, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем пулнине тата малашне те çакăн пекех пулассине уйрăммăн асăнса хăварчĕ. Тĕслĕхрен, республикăра пĕлтĕр пысăк тухăçлă 2700 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелени, ĕç рынокĕнчи лару-тăру çирĕп пулни, ĕç паракансене кирлĕ шай официаллă йĕркепе шута илнĕ ĕçсĕррисен шутĕнчен 300 процент иртни чăннипех те курăмлă.
Михаил Васильевич Çырура пĕтĕм отрасле пырса тивекен ыйтусене туллин хускатрĕ. Çакна Çырăва итленĕ çынсем те пĕрре кăна мар çирĕплетрĕç.
"Чăваш Ен çĕр лаптăкĕсене кадастр учечĕ тăвассипе пухнă опыта Раççейре лайăххисенчен пĕри тесе йышăннă, республика ку енĕпе çĕршыври чи лайăх 5 регион йышне кĕрет.
2011 çултан пуçласа шута илнĕ çĕр пайĕсен тỹпи 2 процентран 87 процента çитнĕ.
2016 çулта çавнашкал 22,5 пин гектар çĕрпе усă курма палăртса хунă пулсан, муниципалитетсем 27 пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ. Палăртнă плана 20 процент ирттерсе тултарнă.
Чăваш Ен усă курман çĕр лаптăкĕсене шута илес енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малта пыракансен шутне кĕнĕ, çапах та çивĕч ыйтусем пурри те куçкĕрет.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен умне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курмасăр выртакан пĕтĕм çĕре çаврăнăша кĕртме, усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илессине 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тата çĕрпе тухăçлă усă куракансене тата çĕре харпăрлăха илекенсене уçă процедурăсем урлă тупса палăртма тĕллев лартатăп".
(ÇЫРУРАН).
Алексей Самаркин, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Михаил Игнатьев Çырура актуаллă тĕллевсене палăртса хăварчĕ, вĕсем пирĕн района та пырса тивеççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - ял хуçалăх ĕçче-нĕсен вăтам ĕç укçине республикăри вăтам шалу шайне çитересси. Эпир ĕçченсен шалăвне 30 процент чухлĕ хăпартма пултарнă пулин те, ку енĕпе ĕçлемелли пур-ха. Çырура республикăра усă курмасăр выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессине те уйрăммăн палăртрĕ. Комсомольски районĕнче ку енĕпе лару-тăру лайăх, пирĕн тăрăхра усă курман çĕр лаптăкĕсем çук.
"Çамрăк специалистсене ялта ĕçлеме явăçтарас тесен вĕсене тивĕçлĕ шалу тỹлемелле. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ - юлашки 5 çулта ял хуçалăхĕнчи шалу шайĕ экономикăри вăтам ĕç укçин 56 процентĕнчен пуçласа 72 процентне çити пысăкланнă. Ку аван ỹсĕм, анчах та çителĕксĕртерех!
Производство тухăçлăхĕ пысăк предприятисенче хăйсен ĕçченĕсене лайăх шалу тỹлеççĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, "Çĕрпỹ беконĕнче" ĕç укçин вăтам виçи - 27,4 пин тенкĕпе, "Ольдеевская" агрофирмăра - 26,8 пин тенкĕпе, "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра 23,7 пин тенкĕпе танлашать",- терĕ Çырура Михаил Васильевич.
АПК ветеранĕсен районти пĕрлешĕвĕн председателĕ Василий Николаев:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ - кăçал влаç органĕсене ĕçлеме вĕрентекен патшалăх пĕлтерĕшлĕ програмăлла документ.
Чăваш Республикин пуласлăхĕ, Раççейĕнни пекех, çамрăк ăрăвăн аллинче. Çамрăксен гражданла позицийĕнчен тата пултаруллă ĕçĕнчен пирĕн республикăн аталанăвĕ нумай килет. Михаил Игнатьев Çы-рăвĕнче Тăван çĕршывăн йăли-йĕркине юратни, хисеплени, патриотизмла ту-йăм вăйлă пулни тĕп вырăнта тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ман кăмăла, хам ял хуçалăхĕнче чылай çул вăй хунăран пуль, ял ĕçченĕсен шалăвне ỹстерме палăртни уйрăмах çĕклерĕ. Çакă епле савăнтармĕ? Апла пулсассăн малашне çамрăксем те яла таврăнас шанчăк çуралать. Пуласлăх çамрăксенче тенĕрен, районти хуçалăхсенче çамрăк специалистсем тăрăшни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулсассăн, мĕншĕн тăван тăрăхрах юлас мар? Хамăрăн опытпа паллаштарма эпир хирĕç мар.
Источник: "Каçал Ен"