АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔЛĔХСЕМ: кашни пĕлме тивĕç

20 января 2017 г.

Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсене кăна мар, закон улшăнăвĕсене те пĕрле илсе килчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Чи малтанах улшăну ОСАГО страхлакан полис хакланнипе çыхăннă. Малашне унăн хакĕ йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутĕнчен килĕ. Енчен те вăл нумай пулсан хака ларĕ. Кунсăр пуçне тата автомобиль правишĕн тỹлемелли пошлина ỹсет, çав вăхăтрах предприя- тисене транспортшăн илекен пурлăх налукĕнчен хăтарĕç.

Кăçалхи январь çурринчен пуçласа парăмлă çынсене - парăмĕ 10 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан - вăхăтлăха водитель прависĕр хăварĕç. Камсене? Алимент тỹлеменнисене, преступлени туса сиен кỹнĕ парăмçăсене, çул-йĕр правилисене пăсакансене, суд йышăнăвĕпе ачипе хутшăнма хирĕçлекенсене тата ыттисене суд приставĕсем транспортпа çỹреме чарĕç.

Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коллекторсемпе çыхăннă çĕнĕ закон та вăя кĕрет. Мĕн пирки каланă-ха унта? Малашне коллекторсем коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемен парăмсене шыраса илеймĕç. Вĕсен парăмлă çынпа талăкра 1 хутчен, эрнере вара икĕ хутран ытла калаçма-курма юрать. Парăм пуçтарăннăранпа 4 уйăх иртсен парăмçăн коллекторпа адвокат урлă калаçма ирĕк пур. Чи кирли вара - кăçалхи январьтен пуçласа коллектор парăмçа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те, хăратса-çапса та сиен кỹреймест, унăн пурлăхне пăсаймасть.

2017 çулта электронлă больничнăй вăя кĕрĕ. Вăл хутлă версийĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕ. Электронлă больничнăя ятарлă информаци тытăмĕнче хатĕрлĕç, специалист вара ăна электронлă майпа алă пусса çирĕплетĕ.

Кăçалтан мигрантсемпе çыхăннă закон та вăя кĕмелле. Раççей патшалăхĕн историне тата вырăс чĕлхине пĕлнине çирĕплетекен документа илмешкĕн январĕн 1-мĕшĕнчен пошлина тỹлемелле пулĕ. Ку çĕнĕлĕх Раççее ĕç шырама килекен ют патшалăх çыннисене пырса тивет. Пошлина виçи 1000 тенкĕрен хаклă пулмĕ - 80 процент субъект бюджетне, 20 проценчĕ патшалăх хыснине кĕрĕ.

Кăçалтан патшалăх служащийĕсен пенсие тухмалли вăхăчĕ çур çулшар ỹссе пырĕ. Сăмахран, 2017 çулта хĕрарăмсем тивĕçлĕ канăва 55,5 çулта, арçынсем 60,5 çулта тухĕç. Çапла майпа ерипен хĕрарăмсем валли ăна - 63, арçынсем валли 65 çул таран çитересшĕн.

Тепĕр улшăну пирки те асăнса хăварас килет. Раççейре 2014 çул хыççăн çуралнисене сигарет туртма чарасшăн, паллах, ỹссе çитĕнсен. Хальхи вăхăтра ку сĕнĕве сỹтсе яваççĕ. Документра çак вăхăт хыççăн çуралнисене сигарет сутма чарасси пирки сăмах пырать. Çĕнĕлĕх çул çитмен çамрăксене кăна мар, 18 çул тултарнисене те пырса тивĕ. Çавăн пекех законра аслисене автомобиль салонĕнче ача пур пулсан тĕтĕм мăкăрлантарма чарасшăн, тутлă хутăшлă тата сăрăллă сигаретсене вара сутма юрамĕ. Ку таварăн акцизне пысăклатасси пирки те сăмах пырать. Официаллă статистика тăрăх, 2014 çултанпа Раççейре туртакансен йышĕ 10 процент сахалланнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика