АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанне - чи маттурри, хастарри

20 января 2017 г.

 Манăн асанне - Альбина Николаевна Александрова. Вăл Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă, ачалăхĕ тăван ялтах иртнĕ.

Шкулта вăл яланах питĕ лайăх вĕреннĕ, юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Çавăнпа ăна кĕçĕнрех классенче отряд советне, каярахпа дружина советне суйланă, аслă классенче вара шкулти комсомол организацине ертсе пыма шаннă. Вĕренỹре те, шкулти тĕрлĕ мероприятисенче те, юрă-ташăра та яланах хастар пулнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти Культура çуртĕнче ĕçлеме тытăннă. Пур ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнăскер, çамрăк пике çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. Кĕске вăхăтрах вăл драма, фольклор ушкăнĕсем йĕркелесе районта кăна мар, республикăра та палăрнă.

Асанне чылай çул почтальонра та ĕçленĕ. Паянхи кун вăл лавккара сутуçăра тăрăшать. Пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çавăнпах унăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем нумай.

Ялти пĕр уяв та ман асаннесĕр иртмест. Юрă юрласа, вăйă пуçласа асанне хăйĕн уçă сассипе ял халăхне савăнтарать, ĕлĕкхи йăла-йĕркене çамрăксене вĕрентет.

Асаттепе асанне виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, мăшăрлантарнă. Вĕсен - ултă мăнук. Асанне пире яланах вĕрентсе, ăс парса пырать. Тутлă кукăль, шаркку пĕçерсе сăйлать. Эпир асаннене питĕ юрататпăр, унран тĕслĕх илетпĕр.

Стас АЛЕКСАНДРОВ,

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ,

6-мĕш класс

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика