20 января 2017 г.
Çул çинче питĕ тимлĕ пулмаллине, çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине пурте пĕлеççĕ, анчах хăшĕ-пĕри ансат йĕркесене пăхăнманни палăрать. Çĕршывра, республикăра кунсерен тенĕ пекех авари пулса иртет. Çакна статистика лайăх çирĕплетет. Çул çинче çỹремелли культура шайĕ çав териех пĕчĕк-шим Раççейри граждансен? Районти лару-тăрупа РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков паллаштарать.
- Николай Анатольевич, пĕлтĕр çул-йĕр çинче инкексен шучĕ чакнă е ỹснĕ?
- 2016 çулта Комсомольски районĕнче 28 автоавари пулнă, виçĕмçулхинчен 34,9 процент сахалрах. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, 49-ăн аманнă. Ỹсĕр водительсене пула 10 авари пулнă, çул-йĕр инкекĕсенче 3 çын вилнĕ, 11-ĕн аманнă. Çакă чăннипех те сисчĕвлентерет. Руль умне ỹсĕрле ларнăшăн хытă айăплама тытăнчĕç пулин те, водительсене çакă та хăратмасть. Профилактика мероприятийĕсен витĕмĕ пысăк. "Ỹсĕр водитель" рейд вăхăтĕнче шăпах эрех ĕçнĕ водительсене тупса палăртатпăр, явап тыттаратпăр. Акă, январĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ рейд вăхăтĕнче инспекторсем ỹсĕр пĕр водителе тата эрех ĕçнĕскере автомашина шанса панине регистрациленĕ. Водитель тата автомашина хуçи тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
- Çул-йĕр правилисене пăсакан чылай-и?
- Саккун чăннипех те çирĕп ыйтать пулсассăн та, йĕркене пăсакансен йышĕ чакмасть. Пĕлтĕр районта çул-йĕр правилисене пăснă 3066 тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларах водительсем хăвăртлăха ỹстереççĕ, çуран çỹрекенсене çул памаççĕ, хăрушсăрлăх пиççихийĕсене çыхмаççĕ. Унпа пĕрлех административлă штрафсене вăхăтра тỹлеменнисем те пур. Çавна май 20 водителе административлă майпа арестленĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра штраф виçисем ỹсни, водитель удостоверенийĕсĕр юлни тата тăтăшах авари пулни пирки çырни те, асăрхаттарни те черкке пушатнă водительсене çула тухма чармасть. Çул çинче ỹсĕр çын айăпĕпе ыттисем те инкек курма пултараççĕ. Чи хăрушши вара - аварисенче çамрăксен пурнăçĕ татăлни. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Çул йĕркене пăсакансене юратмасть!
2016 çулта çул-йĕр правилисене пăснă 3066 тĕслĕхе шута илнĕ. Пурĕ 4354600 тенкĕлĕх штраф панă. 4480293 тенкĕ шыраса илнĕ.
А.ЕФРЕМОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"