20 января 2017 г.
Михаил Николаев - Анат Тимĕрчкассинчен. Çамрăклах юрлама-ташлама, ỹкерме юратнă. Шкул пĕтерсен Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ.
Училище пĕтерсен Кĕçĕн Каçалти культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçленĕ. Ял çыннисене тĕрлĕ кружоксен ĕçне явăçтарма тăрăшнă, концертсем лартнă.
1980 çулта пултаруллă специалиста районти культура çуртне куçараççĕ. Вăл ĕçе хĕрỹн пуçăнать. Çамрăксене тĕрлĕ ташăсем, юрăсем вĕрентет. Çав вăхăтрах лозунгсемпе плакатсене те хăех çырать. Концертсене, агибригада ĕçне активлă хутшăнать.
1969 çулта кунта драма коллективне çамрăк специалист Валентина Зайцева ертсе пыма пуçлать. Тĕлĕнмелле пултаруллăскер кĕске вăхăтрах пысăк коллектив пуçтарать. Вăл лартакан спектакльсенче 40 çын ытла вылять. Кунта вырăссем те, чăвашсем те, çамрăксем те, ватăсем те хутшăнаççĕ. Валентина Харитоновна пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вăл хатĕрленĕ спектакльсенче культработниксем пурте тенĕ пекех вылянă. Паллах, Михаил Николаев та айккинче юлман. Хăйне шанса панă рольсене пурнăçри пек кăтартма тăрăшнă.
Кĕске вăхăтрах драма коллектвĕ пысăк авторитет çĕнсе илет, халăх театрĕ ята тивĕç пулать. Михаил Семенович кунта спектакльсем валли декорацисем тăвать, çутатакан техникăна кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшать.
1980 çулта культура çуртĕнче художество мастерскойĕ ĕçлеме пуçлать. Михаил Семенович унта тăрăшать. Çав вăхăтрах халăх инструменчĕсен ансамбльне ертсе пырать. Артистсем республикăн тĕп хулинче пурăнакансене те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. М.С.Николаев культура çурчĕн директорĕ те пулнă. Вăл йывăр чирлесе 45 çултах пурнăçран уйрăлнă.
З.СОЛОВЬЕВА.
АВТОРТАН: Куратпăр ĕнтĕ, Александр Васильев (Кубня), Валерий Митюков, Михаил Николаев тивĕçлĕ канăва тухичченех çĕре кĕнĕ. Апла пулин те вĕсене тата Тит Титова паян та пирĕн районта пурăнакан ватăрах çынсем питĕ лайăх астăваççĕ. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле концертсенче юрланă, спектакльсенче вылянă, çак çынсен пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ. Районăн культура пурнăçĕнче манăçми йĕр хăварнисене çамрăк ăру та асрах тыттăрччĕ, вĕсем çинчен ытларах пĕлтĕрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"