20 января 2017 г.
Раççейре килти выльăх-чĕрлĕхĕн пĕрлехи идентификаци тытăмне хута ярасшăн. Кун пирки ЧР влаçĕсен официаллă порталĕ пĕлтерет.
Мĕнле япала ку? Килти чĕрчунсене тата ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе 15 хисеплĕ идентификаци номерĕ парĕç, вĕсене чиппа, татуировкăпа паллă тăвĕç.
Федераци патшалăх информаци тытăмĕнче выльăх-чĕрлĕх тата чĕрчунсем пирки пĕтĕм информаци упранĕ, тĕсĕ, ама е аçа пулни, ăрачĕ, хăçан тата ăçта çурални пирки.
Ку килти выльăх-чĕрлĕхе те, кайăк-кĕшĕке те пырса тивĕ. Лашасене, пăлансене, тĕвесене, йытăсене, кушаксене, кроликсене, вĕлле хурчĕсемпе пулăсене те номер парĕç. Паллах, вĕлле хурчĕсене кашнине номерлемĕç, ушкăна пĕр номер çеç парĕç.
Ку улшăнăва 2018 çулта вăя кĕртесшĕн.
Источник: "Каçал Ен"