АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр - стипендиат

20 января 2017 г.

 Районти пултаруллă та маттур хĕрсемпе каччăсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче вăтам шкулсен вĕренекенĕсем, студентсем, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем пур. Паянхи номерте сире Евгения Лукинапа паллаштарасшăн.

Яваплă, шаннине тỹрре кăларакан, чипер хĕр вăл. Çынна пĕрре курнипех пĕлме çук теççĕ пулин те, çамрăка шăпах çакнашкал хакларăм. Район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтерийĕн ертсе пыракан бухгалтерĕнче тăрăшаканскер ĕçре те, общество пурнăçĕнче те маттурлăхпа палăрса тăрать.

- Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Апла пулин те чĕререн савăнтăм. Кунашкал çитĕнỹ малашне те ỹсĕмсем тума пулăшĕ. Умра - анлă çул, - терĕ ăшшăн калаçу пуçласа Женя.

Çĕнĕ Сĕнтĕр хĕрĕ Александровка тĕп шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Унтан пĕлĕвне Канаш хулинчи финанспа экономика колледжĕнче тарăнлатнă, "Бухгалтерский учет" специальноçа алла илнĕ.

- Пĕчĕкренех шут ĕçне кăмăллаттăм. Ĕмĕте пурнăçласа бухгалтер профессине суйларăм. Халĕ ĕнтĕ юратнă ĕçре тимлени савăнăç кỹрет, - сăмахлать Женя.

Хĕр шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине ĕçтешĕсем те çирĕплетеççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттересси те Женьăн кулленхи пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.

- Юлташ хĕрĕсемпе тĕл пулатăп, çывăх çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшатăп. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме те вăхăт пур, тĕрлĕ журнал, кĕнеке вуласси те - чун киленĕçĕ. Спортпа туслă пулни те кулленхи пурнăçра питĕ кирлĕ, - калаçать хĕр.

Женя пысăк тавракурăмлă пулни те тỹрех сисĕнет. Вăл паянхи кун-çул уттинчен юлмасăр аталанать, пĕлĕвне ỹстерет, çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах ĕçе кĕртет. Стипендиата ăнăçупа телей сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика