20 января 2017 г.
Иртнĕ çул районта пурăнакан ачаллă çемьесене амăшĕн капиталĕн федераллă программипе килĕшỹллĕн 60 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Чăваш Енпе илсен пĕтĕмĕшле вара - 3,7 млрд тенкĕлĕх.
Кăткăс экономика лару-тăрăвĕнче амăшĕн капиталĕнчен пĕр хутчен паракан тỹлев ачаллă çемьесемшĕн сисĕмлĕ пулăшу пулнă. Пенси фончĕ 2016 çулта çак тỹлеве икĕ хутчен панă: пĕрремĕш кварталра - 20 пин, иккĕмĕш çур-çулта - 25 пин тенкĕ. Çулталăкра районта 5,9 миллион тенкĕ ыйтса 287 заявлени панă.
2017 çулта амăшĕн капиталĕпе районти 148 çемье (Чăваш Енре - 8 пин) пурăнмалли условисене лайăхлатнă. 3 çемье вара аслă ачисен вĕренĕвĕшĕн тата кĕçĕннисем садике çỹренĕшĕн тỹленĕ.
Амăшĕн капиталне парассипе федераллă патшалăх программи 2007 çулта вăя кĕнĕ. 2016 çулта Комсомольски районĕнче амăшĕн капиталĕн сертификатне 122 çемье алла илнĕ, 10 çул хушшинче - 1800 çемье. Республикипе пĕлтĕр пурĕ 8 пин сертификат панă, программа вăя кĕнĕренпе - 75 пин.
2017 çулта амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин те 26 тенкĕпе танлашать. Асăннă программа тата икĕ çул ĕçлĕ. Сертификат илес тесен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралмалла. Усрава илнĕ иккĕмĕш пепкешĕн те патшалăх çак пулăшăва парать.
Источник: "Каçал Ен"