20 января 2017 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн Кăшарни - чи пĕлтерĕшлĕ 12 уявран пĕри. Евангели тăрăх Иоанн Предтеча чăн Турра ĕненекенсене Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Иисус Христос та Иоанн патне пырса хăйне шыва кĕртме ыйтать. Çак кун Иисус 30 çул тултарнă, вăл халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçне пурнăçлама хатĕрленнĕ. Турă курăннине (Богоявление) вара Иисус шыва кĕнĕ чухне тỹперен Турă Ашшĕн хăватлă сасси илтĕннипе тата Çветтуй Сывлăш кăвакарчăн евĕр курăнса Иисус çине аннипе çыхăнтараççĕ. Шăпах çакă Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй Сывлăш пĕрлĕхĕ пулса курăнни.
Пысăк тĕн уявĕ ячĕпе январĕн 18-19-мĕшĕсенче, Кăшарни каçĕнче, районти чиркỹсенче кĕлĕ иртрĕ. Чиркỹ настоятелĕсем кĕлĕ вуласа шыва сăвапларĕç. Шăпах çак кун нумай çын çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, Турра чунтан ĕненсе пăрлă шыва кĕрет.
Пирĕн районта пурăнакансем те чылай вырăнта шыва кĕрсе киленчĕç. Киленчĕç темелле-ши? Сивĕ шывран хăраман çамрăксемпе аслăрах çулхи çынсем хĕрес хывса шыва чăмрĕç. Районта пурăнакансем тĕрлĕ çĕрте - Аслă Чурачăкра, Александровкăра купельсенче, Тукайра, Хирти Сĕнтĕрте, Юнтапара - ятарласа каснă вакăсенче шыва кĕчĕç. Пур çĕрте те ял çыннисене, хăнасене меллĕ пултăр тесе вырăна тирпейленĕ, вакка анса хăпарма ятарлă картлашкасем вырнаçтарнă. Таса Сывлăш хăвачĕпе сăвапланнă шыва кĕрсе тухнисем валли вĕри чей, шỹрпе хатĕрлени те пархатарлă.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"