20 января 2017 г.
Январĕн 12-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче 2016 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ - следстви управленийĕн начальникĕ С.А.Соколова, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин тата район прокурорĕ В.Г.Николаев хутшăннă.
Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Комсомольски район территорийĕнче преступленисен шучĕ 17 процент чакнă е пурĕ 152 преступлени шута илнĕ. Вĕсенчен 132-шне уçса панă, уçса параслăх 90 процентпа танлашнă. Йывăр преступленисен, ют пурлăха çаратнин шучĕ самаях чакнă. Хулиганла ĕçсене, пусахласа туртса илнине, суя укçапа хаклă хутсене хатĕрленине, террорла тата экстремистла сĕмлĕ пулăмсене шута илмен.
Алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Саккуна пăснă 12 тĕслĕхе палăртнă, 62 литр шĕвек туртса илнĕ. Кунсăр пуçне фанфуриксем сутнă 3 факт пулнă. Эрех ĕçнисем тунă преступленисен хисепĕ 34 процент чакнине палăртни савăнтарать.
Интернет урлă, мобиллĕ çыхăнупа усă курса, банк карттисем çинчен ултавлă майпа укçа çаратни сисчĕвлентерет. 2015 çулта ун йышши 3 ĕç пулнă тăк, иртнĕ çул 17-е çитрĕ. Районта пурăнакансене хăйсене те тимлĕ пулма ыйтас килет, пурне те шанма юрамасть, тарпа ĕçлесе илнĕ укçа-тенке ултавçăсене тыттармалла мар.
Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсене пăхсан йĕрке хуралçисем районти криминогенлă лару-тăрăва йĕркеллĕ тытса тăма пултараççĕ тесе çирĕплетме пулать, эпир шăпах çак тĕллевпе ĕçлетпĕр те.
Г.КОКШИН,
полици подполковникĕ.
Источник: "Каçал Ен"