20 января 2017 г.
Январĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ял хуçалăх предприятийĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттерсе 2016 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи ĕç планĕсене палăртрĕ.
Инвестици проекчĕсене вăя кĕртес енĕпе районта тухăçлă ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр сĕт-çу фермисене, пахча çимĕç, çĕрулми хранилищисене хута янă, кăçал та ĕç планĕсем пысăк. Пуçăннă проектсене ĕçе кĕртмелле тата тума тытăнмалли çĕнĕ объектсем те пур.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсан, 2017 çулхи тĕп тĕллев - вĕсен йышне сыхласа хăварасси. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 7364 пуç пулнă, çакă пĕлтĕрхинчен 170 пуç ытларах. Хăш-пĕр хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх шутне ỹстерме те май килтернĕ. Çак йышра - "Дружба", "Асаново", "Слава" кооперативсем, "Урожай" колхоз. Пĕлтĕр обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 9900 тонна утă, 19900 тонна сенаж, 14000 тонна силос хатĕрленĕ, çакă вĕсене хĕл каçарма çителĕклĕ.
2016 çулта ял хуçалăх предприятийĕсенче 1223 тонна аш-какай тата 12207 тонна сĕт туса илнĕ. Çулталăкне вăтамран кашни ĕнерен 5038-шар килограмм сĕт сунă. Сĕт сăвассипе "Асаново" ЯХПК - чи маттурри. Вĕсен кăтартăвĕ - 7439 килограмм. "Искра" колхозра кашни ĕнерен 6830, "Рассвет" ЯХПК-ра 6305 килограмм сунă.
Предприятисен ертỹçисем хуçалăхсене аталантарма пĕтĕм вăйне хурса тăрăшаççĕ, çапах чăрмавсем те çук мар. Тĕслĕхрен, сĕт хакĕ пĕчĕк, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ кашни çулах ỹсет тата ытти те. Çавăн пекех çуркунне акмалли культурăсен вăрлăхĕсене те пурте кирлĕ шая лартса çитереймен-ха, минераллă удобренисем туянмалла...
Çитес вăхăтра вара ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланаççĕ. Унта 2016 çула пĕтĕмлетеççĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсемпе тĕллевсене палăртаççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"