17 января 2017 г.
Ирхине. Лайăх çутăлса та çитеймен-ха. Кĕтне çийĕн, çаран тăрăх тĕтре явăнать. Инçех те мар хура вăрман курăнать. Майĕпен тавралăх ăшă ыйхăран вăранать. Унта та кунта выльăх макăрни, автан авăтни, хур-кăвакал какалатни илтĕнет. Кĕтне хĕрринчи лаштра йăмра туратти çинче вара 10-12 çулхи арçын ача тавралăха сăнаса ларать. Аллине хутпа кăранташ тытнă. Вăхăт-вăхăт пикенсех темĕн çырать. Çамрăкскер сăвăсем хайлать - авкаланса юхакан куç пек тăрă Кĕтне çинчен, çывăхри сĕм вăрман, улăх-çаран, тăван тавралăх илемĕ пирки... Сăмахĕсем, сăмахĕсем тата... Ытла та вырнаçуллă-çке. Ăçтан çеç тупăнаççĕ пулĕ?
Саша амăшĕпе кăна пурăннă. Каярахпа йăмăкĕ çуралнă, анчах вăл унран чылай кĕçĕн пулнă. Чухăн пурăннă вĕсем, тепĕр чухне çиме те çăкăрĕ пулман.
Вырăс ачи пĕчĕкренех çут-çанталăк илемне курма, туйма пĕлнĕ. Кун пирки сăвăсем хайланă.
Васильевсем Кĕтне çумĕнчи урамра пурăннă. Районти культура пайĕн ертỹçин Сергей Смирновăн çемйи те вĕсенчен инçе мар тĕпленнĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕ Сергей Кириллович лара-тăра пĕлмен арçын ачана нумай вĕрентнĕ - сăвă хайлас ăсталăхне ỹстерме, тавракурăмне аталантарма пулăшнă.
Пултаруллă та пурне те пĕлме юратакан ачана шкулта та часах асăрханă. Уйрăмах унпа класс ертỹçи Е.И.Пушкарева çывăх пулнă. Екатерина Ивановна Сашăпа амăшĕ пекех ăшшăн калаçнă, нумай çĕннине пĕлме пулăшнă. Концертсем лартнă çĕре явăçтарнă. Юратнă учительница сăнарĕ Сашăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă.
"Любимая
Моя Седая.
Да разве мне
Тебя забыть?
Ты научила,
Дорогая,
Отчизну светлую
Любить.
Ты матерью родною
Стала,
Тебе поет, моя строка.
Ты вечно будешь жить
Со мною
Всегда святая и близкая", - тесе çырнă вăл юратнă вĕрентекенĕ пирки.
Александр Васильев хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тесе те тăрăшнă. Çемьеллĕ пулсан Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче куçăмсăр майпа вĕреннĕ, диплом илнĕ.
"Хăвасем, хăмăшсем çыранта,
Çамрăк чун пек таса
Кĕтнеçĕм, таса
Юрататăп хитре çыранта
Ирсерен уçăлса çỹреме.
Маншăнах пуль юрлать хум хитрен.
Ах, Кĕтнеçĕм, юратнă Кĕтне!
Юмахри çĕршыв пек пирĕн ен,
Çĕн вăй-хал вăл кĕртет чĕрене..."
Ку сăвва Петр Печников (Эревет) чăвашла куçарнă. Вăл 1967 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче районти "Октябрь ялавĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăмах май каласан, çак çулсенче Александр Андреевич типографире ĕçленĕ - хаçат çапакан, бригадир. Вăл ĕçе тĕплĕ, паха тата вăхăтра тунипе палăрнă. Çавăн пекех районти культура ĕçне те активлă хутшăннă. Концертсемпе, агитбригадăпа районти кашни ялах çитнĕ. Куракансене çулăмлă сăввисемпе савăнтарнă.
Каннă чухне те, ĕçленĕ вăхăтра та унăн пуçĕнче сăвă йĕркисем çуралнă.
"Килетĕп,
Илтетни? Килетĕп.
Эп ывăнтăм сансăр йăлтах.
Санпа инкеке те çĕнетĕп,
Телей те çĕр хут пысăкрах.
Санпа чух вăрман симĕс тумлă,
Тата хитререх хурăнсем.
Чечексĕр - çыран та салхуллă,
Тỹпесĕр - çунмаç çăлтăрсем..."
Ку сăвва район хаçачĕн пай пуçлăхĕ Виталий Шемекеев куçарнă. Редакцире ĕçлекенсем вырăс яшне сăвă хыççăн сăвă шăрçалама хавхалантарнă.
Маларах вара вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ - стройкăра, слесарьте, çерем çĕрсем уçнă çĕрте. 1984 çултан пуçласа клуб учрежденийĕсенче тăрăшнă. Виçпỹртри культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçи, Киров поселокĕнче клуб заведующийĕ пулнă. Каярахпа районти халăх театрĕнче, культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă. Кунта вăл чăннипех те хăйĕн вырăнне тупнă. Ĕçе юратса туса пынă, культура ĕçченĕсемпе те, халăхпа та пĕр чĕлхе тупнă.
Астăватăп-ха, пĕр вăхăтра культура çуртĕнче çамрăксем пирус туртатчĕç, çуттине сыпса килекенсем те пулатчĕç. Александр Андреевич çак сиенлĕ йăласемпе хĕрỹн кĕрешрĕ. Кĕске вăхăтра культура учрежденийĕнче çирĕп йĕрке турĕ.
Çакна та каламалла, пултаруллă та вĕри чун-чĕреллĕ çынпа çемьепе пурăнасси çăмăлах пулман пулĕ. Апла пулин те мăшăрĕ Людмила Григорьевна ăна ăнланма, пулăшма, каçарма пĕлнĕ. Çемье вучахне сỹнме паман, хăй тĕллĕн вĕреннĕ поэта çĕнĕ сăвăсем хайлама вăй-хал панă. Çакна Александр Андреевич питĕ аван ăнланнă.
"Летала на работу и с работы,
Летала в магазин и в детский сад.
Летала в воскресенье и в субботу,
День ото дня
Который раз подряд.
И в зной, и в холод,
И зимой, и летом...
На вид как будто женщина простая,
Летала от зари и до темна.
А муж ее, да мог ли он представить
Что у него крылатая жена", - çырать вăл "Крылатая жена" сăввинче.
А.Васильев-Кубня тăван тавралăха, Кĕтнене питĕ юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ Кубня псевдонимпа çỹренĕ. Юлашки вăхăтра район администрацийĕнче хуçалăх пайне ертсе пынă.
Пĕррехинче вăл "Прикубнинская сторонка" ятлă сăвă çырса пĕтернĕ. Ăна пĕрле ĕçлекенсене вуласа панă:
"Как люблю я твои берега,
Здесь, как юность, прозрачна вода.
Здесь раздолье в душистых лучах,
Полюбил я тебя навсегда.
Прикубнинская сторонка,
Комсомольская земля.
От мечты до песни звонкой
Несказанная моя..."
Ăна пурте тимлĕн итленĕ. "Мĕн тери чун-чĕрене витерекен сăмахсем. Тĕлĕнмелле ла-йăх сăвă. Эпĕ унпа юрă кĕвĕлетĕп",- хĕрỹллĕн калаçнă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Валерий Митюков.
Каланă - тунă. Нумаях та вăхăт иртмен, çак илемлĕ юрă пирĕн районăн хăватлă гимнĕ пулса тăнă. Питĕ хитре янăратчĕ вăл, кашнин чун-чĕрине тыткăнлатчĕ. Шел пулин те, юлашки çулсенче ку юрă сцена çинчен çухалчĕ. Эпĕ çавах та вăл тепĕр хут чĕрĕлсе тăрасса шанатăп.
Александр Андреевич нумай сăвă çырнă. Хăй тăрăшнă, ăна укçа-тенкĕпе пулăшакансем пулнă пулсан поэт самаях сулăмлă кĕнеке кăларнă пулĕччĕ. Шел пулин те, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Чылай сăвă район хаçатĕнче кун çути курнă тата автор сцена çинче вуласа халăха вĕсемпе паллаштарнă. Мĕн тери сăнарлă çырнă вăл. Акă, илер-ха А.Кубнян "Россия" сăввине.
"За хрустальный смех ручьев весенних,
За Кубню голубоглазою мою
Я люблю Россию, как Есенин,
Землю русскую как девушку люблю..."
Чун-чĕрене хускатакан сăмахсем.
Александр Андреевич декабрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. "Пурăннă пулсан вăл 75 çул тултаратчĕ. Шел те, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пиртен 54 çултах уйрăлса кайрĕ. Унтанпа 20 çул ытла иртрĕ. Çапах вăл паян та куç умĕнчех. Ун çинчен мăнукăмсене каласа паратăп, сăввисене вулаттаратăп, кукашшĕнчен ырă тĕслĕх илччĕр тетĕп",- ăшшăн аса илет мăшăрне кỹршĕм Людмила Григорьевна.
Источник: "Каçал Ен"