АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-аннерен хакли çук

17 января 2017 г.

 Тĕрĕсех каланă ватăсем: атте-аннене сутăн илме çук. Вĕсем пуриншĕн те пĕрре, пуриншĕн те - чи хаклă, чи çывăх çынсем.

Эпĕ сире Йăлмахва ялĕнчи ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрнă çынсем пирки çырса кăтартасшăн. Ольга Петровнăпа Иван Дмитриевич Дмитриевсем çакăн пек çынсен шутне кĕреççĕ. 1950 çулта икĕ çамрăк, пĕр класра вĕреннĕскерсем, мăшăрланнă, ялта тепĕр çамрăк çемье çуралнă.

Ольга Петровна Лебедева 1926 çулта çуралнă. Çăмăл пулман унăн çамрăк чухнехи пурнăçĕ. 7 класра вĕреннĕ чухне амăшĕ ялти пысăк пĕвере шыва путса вилнĕ. Хирти Мăнтăр ялĕнчи шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Унта пĕлỹ пухнă вăхăтра 44 çула çитнĕ ашшĕ вилет. Тăлăх хĕрачан педучилищĕре вĕреннĕ çĕртен пăрахма тивет, вăл ĕçлеме каять. Çамрăк чухне Ольга Комсомольскинчи патшалăх страхлакан организацийĕнче, патшалăх перекет банкĕнче, Кайнлăк ял Советĕнче секретарьте вăй хунă. Пур ĕçне те тỹрĕ кăмăлпа туса пынă вăл. Çемье çавăрсан тăван ялта колхозра ĕçлеме тытăнать. Çулсем иртнĕçемĕн çемье йышлансах пырать. "Знамя" колхозра В.Д.Давыдов пахча çимĕç бригадине йĕркелесе ярать. Дмитриевсем çак бригадăра ĕçлеççĕ. Ырă чун-чĕреллĕ амăшĕ кăна мар, ачасене ĕçе явăçтаракан хастар вĕрентекен те пулнă вăл, çамрăксене йывăрлăхсене çĕнтерме, пĕр-пĕрне вăхăтра пулăшма ăс парса тăнă. Пенсие кайичченех Ульха аппа ачисемпе пахча çимĕç бригадинче тăрăшнă.

Иван Дмитриевич Дмитриев та 1926 çулта çуралнă. 1942 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче салтака Вăрмарти çар комиссариачĕ урлă кайнă. Шăпа çамрăк салтака Мускаври Кремле илсе çитерет. Кунта вăл йĕркене пăсакансене хирĕç кĕрешекен чаçе лекет. Миçе хутчен ирхине ирех тревогăпа тăрса бандитсем алхаснă вырăна пырса çитмен-ши? Хĕç-пăшалпа усă курса, вăрă-хурахсемпе куçа-куçăн пĕр-пĕрин çине тĕллесе пени те пулнă. 1945 çулхи Хĕрлĕ площадьри Çĕнтерỹ парадне ирттернĕ вăхăтра Иван Дмитриевич йĕрке тăвакан салтаксем хушшинче пулнă. Вăл Кремльте 7 çул службăра тăнă. Салтакран тăван яла таврăнсан вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн партин Хусанти аслă шкулне вĕренме каять. Унтан яла таврăнсан колхоз правленийĕ ăна склад заведующийĕн ĕçне шанса парать, каярахпа ферма заведующийĕнче ĕçлет. Кашни çулах патшалăх планне тултарса пыма нумай вăй хурать, коллективра ырă ят çĕнсе илет. Нумай çул вырăнти парторганизаци секретарĕнче ĕçлеме тỹр килнĕ. Иван тете Йăлмахвари сакăр çул вĕренмелли шкулта завхоз ĕçĕсене чылай вăхăт туса пынă.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçре палăрнăшăн Иван Дмитриевичпа Ольга Петровнăна медальсем, нумай Хисеп грамоти парса чыс тунă. Вĕсенчен чи хисеплĕ награда вара - СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1966 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшỹллĕн "Мать-героиня" орденпа чыслани. Вунă ача çуратса пăхса ỹстернĕшĕн илме тивĕç пулнă çак хисеплĕ наградăна Ольга Петровна Дмитриева.

Иван Дмитриевичпа Ольга Петровна 7 хĕр тата 3 ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, хăйсем çуралса ỹснĕ тăрăха, унта пурăнакансене, тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене юратма, кил-çурта, пахчана тирпейлĕ тытма вĕрентнĕ. Вĕсен ачисем тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ: Люся - бухгалтер, Роза - сварщик, Таня - çар çынни, Нина, Эмма, Саша, Гера - строительсем, Алексей - учитель, Венера - суту-илỹ ĕçченĕ, Надя - медицина ĕçченĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, халĕ ĕнтĕ мăнукĕсем те çитĕннĕ. Ачисем ашшĕпе амăшне 21 мăнук тата 19 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.

Анчах та паянхи кун телейлĕ мăшăр пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсем çинчен эпир ырă ятпа çеç аса илме пултаратпăр. "Атте-анне çумĕнче пурăннă чухне нимĕнле хуйха-суйха пĕлместпĕр, вĕсен хỹтлĕхĕнче пурăнатпăр, ỹссе çитсен вĕçсе кайăк чĕпписем пек тĕрлĕ çĕре саланатпăр. Анчах таçта аякра пулсан та кил-çурт ăшшине асра тытатпăр, атте-анне çумра çуккине кашни утăмрах туятпăр. Час-часах ачалăх кунĕсене аса илетпĕр", - каласа параççĕ вĕсен ачисем.

П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика