17 января 2017 г.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕсем тĕрлĕ çĕрте пĕлỹ пухаççĕ, апла пулин те тăван шкула килсе çỹреме манмаççĕ.
Акă, нумаях пулмасть тĕрлĕ çар вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакан курсантсем Артем Хоменко, Дмитрий Григорьев, Дмитрий Самуков, Игорь Тяканов 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Курсантсем хăйсен кулленхи вĕренĕвĕпе, ĕç планĕпе паллаштарчĕç. Çар çынни пулма çăмăл мар иккен. Кунта чи малтанах çирĕп сывлăхлă тата спортпа туслă пулни кирлĕ. Курсантсен йĕркене çирĕп пăхăнмалла, лайăх вĕренмелле.
Пулас профессие çарпа çыхăнтарас тесессĕн çак пысăк утăм патне чылай малтан хатĕрленме пуçламалла. Лайăх вĕренмелле, ỹт-пĕве пиçĕхтермелле, çирĕп йĕркепе пурăнма хăнăхмалла.
Аслă классенче пĕлỹ пухакансем курсантсен сĕнĕвĕсене шута илсе, тен, хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарĕç те.
Г.МИРОНОВ,
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ.
Источник: "Каçал Ен"