АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха тĕрĕслеттермелле

17 января 2017 г.

 2013 çултанпа, диспансеризаци ирттермелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе, кашни çын тенĕ пекех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Тăватă çул хушшинче диспансеризаци ирттерме республикăна 800 миллион тенкĕ килнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ халăхăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма май туса панă. 2016 çулта диспансеризаци пулăшнипе республикăра пурăнакансем пĕрремĕш хут чирленĕ 27 пин тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсен йышĕнче 413 çыннăн усал шыçăсем аталанма пуçланине пĕлнĕ.

Надежда АЛЯКИНА,

пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн терапевчĕ:

- Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерни темрен те паха. Çакă чире çийĕнчех сиплеме май парать. Диспансеризацие шăпах çынсен сывлăхне тĕрĕслес тесе йĕркелеççĕ. Кăçал 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918 çулсенче çуралнисен диспансеризацие кĕмелле. Сывлăх этемĕн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине ан манăр. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас текенсене районти тĕп больницăра тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче кĕтетпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика