АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçнерникун - Кăшарни уявĕ

17 января 2017 г.

 Çак кунхине чунпа та, ỹтпе те тасалас тĕллевпе ял тăрăхĕсенчи чылай ялта хĕресле вак касса ăна сăваплаççĕ, шыва кĕреççĕ. Юлашки çулсенче çак ырă йăла-йĕрке пирĕн тăрăхра та вăй илсех пынине ырламалла çеç. Кăçал та районта январĕн 18-мĕшĕнче çĕрле 5 çĕрте - Александровкăра, Аслă Чурачăкра, Хирти Сĕнтĕрте, Тукайра, Юнтапара - шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ.

Çапах та уяв çитсе пынă май, хăш-пĕр хăрушлăх пирки те асăрхаттарас килет. Сивĕ шывпа сапăнма хăнăхман çын тỹрех вакка чăмсан сасартăк сывлайми пулса ларма, чĕри те тапма чарăнма пултарать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, юн çулĕсем сивĕ шывра пĕрĕнсе ларма пултараççĕ-мĕн. Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕмелле маррине те асра тытăр. Апла пулсан хăвăра Кăшарнире шыва кĕриччен чылай маларах хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турă шывне ăша илсе пит-куçа уçăлтарни вара никамшăн та пăсăклă мар.

Д.ГАЛКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика