АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçатне алăран ямасть

17 января 2017 г.

 "Каçал ен" ("Октябрь ялавĕ") хаçатпа чылай çул çыхăну тытакансенчен пĕри - Комсомольскинче пурăнакан Василий Константинов (сăнỹкерчĕкре). Василий Михайлович хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. Унта пичетленекен мĕнпур материалпа тĕплĕн паллашать иккен вăл.  

- Хаçата вуламасассăн пĕр-пĕр ĕçе вăхăтра пурнăçламан пекех туйăнать. Çавăнпа та "Каçал ене" яланах пичетленсе тухсассăнах вулама кăмăллатăп. Районти хыпарсемпе, паллă тата пултаруллă çынсен пурнăçĕпе паллашатăп, калавсене, сăвăсене те сиктерместĕп. Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр, - терĕ Василий Михайлович.

Вулама юратаканшăн хаçат-журнал вăл - чун апачĕ. Район хаçачĕн тусĕсем яланах йышланса пыччăр.

А.ЕФРЕМОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика