АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсем пичет кунне паллă турĕç

17 января 2017 г.

Январĕн 14-мĕшĕнче республикăри пур массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç. Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тата сумлă ытти хăнасем саламларĕç.

- Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, тỹрĕ кăмăллă, уçă чунлă пулнăшăн тав тăватăп. Уяв ячĕпе, сире! Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал, çитĕнỹ сунатăп. Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн тата Экологи çулталăкĕ пулнă май, эсир вулакансене кăсăклă та хăйне евĕр материалсемпе савăнтарасса шанатăп. Пирĕн тĕллев - çамрăксене паха воспитани парасси, - терĕ Михаил Васильевич пухăннисене саламласа.

Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе Александр Иванов министр паллаштарчĕ. Сăмахран, 2016 çулта хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕсем юбилейсене паллă турĕç. Унпа пĕрлех нумай конкурс çĕнтерỹçисем те вĕсемех. Çакă журналистсем пултаруллă та маттур пулнине çирĕплетет.

Александр Иванов министр çуркуннерен Наци телекуравĕн кăларăмĕсене хамăр хутлăхра çеç мар, тулашра та пăхма май килессе пĕлтерчĕ.

Уявра чи маттуррисемпе пуçаруллисене Хисеп хучĕсемпе тата тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Сцена ăстисем вара концертпа савăнтарчĕç.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика