АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур ача вăл - Никита

13 января 2017 г.

 Каçал тăрăхĕнче маттур та пултаруллă ачасем сахал мар. Вĕсем пирки эпир хаçат страницисенче пĕрре кăна мар çыратпăр. Маттур хĕрсемпе каччăсем - нумай конкурс, фестиваль, олимпиада çĕнтерỹçисем. Унпа пĕрлех çамрăксем вĕренỹре те "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Паянхи номерте вулакансене Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш "а" класра пĕлỹ пухакан Никита Вороновпа паллаштарасшăн. Вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха, хаçатăн пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче тухнă номерĕнче эпир Никита Мускаври Кремльте иртекен концерта хутшăнма тивĕçлĕ пулнине пĕлтернĕччĕ. Çамрăк юрăç тĕп хуларан чăннипех те пысăк хавхаланупа таврăнчĕ.

- Раççей ача-пăча хорĕн йышне лекнине пĕлтерсессĕн савăнтăм. Ку маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Республикăран асăннă концерта 10-ăн хутшăнма тивĕçнĕ, çак йыша вара эпĕ те лекме пултартăм. Чĕререн хĕпĕртерĕм. Ачасен хорне Раççейри чи лайăх юрлакансене илеççĕ. Çакă маншăн чăннипех те пысăк çитĕнỹ-çке. Халиччен район, республика шайĕнчи фестивальсене, концертсене хутшăнса çеç сцена çине тухма пултарнă. Халĕ вара Мускаври Кремльте юрласа куртăм. Хор йышĕнче - 900 ача. Çĕнĕ çул умĕнхи концерт программине кĕске вăхăт хушшинче хатĕрлеççĕ. Пире, уяв умĕн 4 кун маларах килсе çитнĕскерсене, программăпа паллаштарчĕç, кашни кунах репетицисем ирттерчĕç. Юрăсене вĕренсе ĕлкĕрме, пурте пĕрле юрлама çăмăл мар. Яваплăха туйса кашни репетицие тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Концерт хыççăн пире мухтани вара хавхалану кỹчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев концерт-реквиема итлени, пире тав туни чăннипех те савăнтарчĕ. Малашне татах та юрлас хавхаланупа таврăнтăм тăван киле, - пĕлтерчĕ савăнса Никита.

Никита питĕ пултаруллă ача пулни тỹрех сисĕнет. Амăшĕ, Юлия Петровна каланă тăрăх вăл мĕн пĕчĕкренех юрлама, ташлама, сăвăсем калама юратнă.

- Вăл юрласа савăнтармасăр пĕр уяв та иртмест. Килте-и, пахчара-и е урамра, вăл яланах юрлать. Сцена çине тухмалли юррисене кунĕпех ĕнĕрлесе çỹреме пултарать. Хăй тĕллĕнех ăсталăха анлăлатма маçтăр. Мĕн те пулин шухăшласа кăларас енĕпе ăна çитекен çук. Юрă-сăвă конкурсĕсене хутшăнса сахал мар Хисеп хучĕ çĕнсе илнĕ. Предмет олимпиадисенче те тăтăшах палăрать, - каласа пачĕ Никитăн амăшĕ.

Никитăшăн юрă сывлăш пекех пулмалла. Вăл вун-вун юрă пĕлет, вĕсене чуна уçса юрлать. Сцена çине тухасси, юрăпа туслашасси вара амăшĕнчен, кукашшĕн шăллĕнчен, Патăрьел районĕнчи Сăкăт вăтам шкулĕн музыка учителĕнчен Николай Иванович Тинюковран куçнă пулас. Николай Иванович юрлать, хуткупăс калать. Амăшĕ те 3-4 çул каялла районти "Кубняночка" вокал ансамбльне çỹренĕ.

Юлия Петровна ывăлĕн çитĕнĕвĕпе чăннипех те савăнать. Ăна кулленхи пурнăçра яланах пулăшса пыма, хавхалантарма тăрăшать.

- Кашни ачана çитĕнỹ патне ăнтăлма пулăшмалла çеç мар, ăна хавхалантармалла. Никита Кремльти концертра юрлама пултарни пирĕн пĕрлехи çитĕнỹ тесе шутлатăп. Вăл юрлать, тăрăшать. Наталья Ковшова, Ираида Спиридонова педагогсем мĕн чухлĕ вăй хураççĕ тата. Ферит Гибатдинова Мускава кайса килме пулăшнăшăн пысăк тав. Раççейри ачасен хорĕнче юрланă ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе декабрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулни, çамрăк артистсене пултарулăхпа палăрнăшăн тав туни те пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕх упранса юлĕ. Ачасене тимлĕх уйăрни, вĕсене аталанма условисем туса пани савăнтарать, - пĕлтерчĕ Юлия Петровна.

Хаваслă кăмăллă, лара-тăра пĕлмен, ырă чунлă та пултаруллă ача иккен - Никита Воронов. Вăл çутă кунăн кашни саманчĕпе савăнса пурăнать, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çамрăка вара пултарулăх çулĕ çинче ăнăçу сунатпăр.

Ираида СПИРИДОНОВА, районти искусство шкулĕн музыка уйрăмĕн преподавателĕ:

- Никита искусство шкулне килнине паянхи кун пекех ас тăватăп. Виçĕ çул каялла уçрĕ вăл музыка уйрăмĕн алăкне. Чи малтанах юрлама юратнине, ăсталăхне ỹстерме тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Юрласа кăтартрĕ. Сасси чăннипех те уçă, янăравлă. Кĕске вăхăт хушшинчех вăл юрă çине юрă шăрантарчĕ, сцена çине тухрĕ. "Вербочки" вокал ансамблĕнче юрлама тытăнчĕ. Маттур ача вăл - Никита. Хушнă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Нихăçан та пĕлмерĕм, хатĕрленеймерĕм тесе хуравламасть. Çĕнĕрен те çĕнни патне ăнтăлать. Ырă кăмăллă, пултаруллă ача вĕренет пирĕн уйрăмра. Вăл пысăк сцена çине пĕрре кăна мар тухасса шанатăп.

А. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика