АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Следстви уйрăмĕ йывăр преступленисене тĕпчет

13 января 2017 г.

 Андрей Геннадьевич Иванов, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи:

- Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви Комитетне, çавăн пекех ун тытăмне кĕрекен органсене, çав шутра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмне те, туса хунăранпа 6 çул çитет.

Уйрăмра тăрăшакан следовательсем уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчеççĕ (çынна вĕлерни, хĕнесе сывлăхне пысăк сиен кỹни, мăшкăллани, налук законодательствине пăсни, коррупци, ĕç вырăнĕпе усă курса тунă преступленисем). Прокуратура çумĕнчен уйрăлнăранпа служба тивĕçĕсем çавсемех юлнă пулин те, яваплăхĕ самаях хушăннă. Налукпа çыхăннă преступленисене вĕсене тĕпчеме шанса панă. Çул çитменнисене хирĕç тунă уйрăмах йывăр ĕçсене те следстви уйрăмĕ тĕпчет.

2016 çулта следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем 70 уголовлă ĕç пуçарнă, 64-шĕ тĕлĕшпе ĕçе вĕçленĕ.

Пĕтернĕ уголовлă ĕçсем хушшинче управлени йĕркине пăсни, çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле тунă усал ĕç ытларах. Тĕплĕн тишкерсен уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене алкогольлĕ шĕвексем ĕçсе минренисем, тĕллевсĕр пурнăç йĕркине тытса пыракансем туни палăрать.

Районсен прокуратурисемпе, оперативлă шырав ĕçĕнче тăрăшакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май, коррупци тата рейдер сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, тĕпчес тесе çине тăрса ĕçленĕ. Следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем 2011 çултанпа уçса пама май килмен 4 преступление уçăмлатнă.

Çул çитменнисен прависемпе интересĕсене хỹтĕлессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕлтĕр преступленисенче çул çитмен 9 çамрăк шар курнă, вĕсем тĕлĕшпе 5 уголовлă ĕç пуçарнă. Çул çитмен çамрăксене сиен кỹнĕшĕн 6 уголовлă ĕçе пăхса тухнă.

Кулленхи ĕçпе килĕшỹллĕнех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр пурĕ 104 çынна йышăнса ыйтусем çине хуравланă, тивĕçлĕ пулăшу панă.

Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ преступлени тунăшăн яваплăх сирĕлменнине аса илтерет, çав вăхăтрах вĕсем граждансен конституци панă прависене хỹтĕлессишĕн те çине тăраççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика