13 января 2017 г.
Чăваш Енри ĕçлев службин органĕсем ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ тата декрет тапхăрĕ вĕçленсен ĕçе тухма шухăшлакан хĕрарăмсене профессин хушма пĕлĕвне илмелли мероприятисене 2011 çултанпах пурнăçа кĕртме тытăннă. Вĕсен тĕллевĕ - пĕчĕк ачапа ларнă вăхăтрах хĕрарăма професси ăсталăхне пуянлатма май туса парасси, çĕнĕ программăсене алла илме, квалификацие ỹстерме пулăшасси.
Хисеплĕ çамрăк амăшĕсем, хушма пĕлỹ илес тетĕр-и, апла пулсассăн сире районти ĕçпе ти-вĕçтерекен центрта кĕтетпĕр. Хăвăрпа пĕрле çак документсене илĕр:
- РФ паспорчĕ;
- вĕренни çинчен тата профессие çирĕплетекен документ, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство;
- ĕçпе çыхăннă документ копийĕ.
Тĕплĕнрех информаципе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта паллаштарĕç. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт. Телефон: 5-13-79.
К.КОКШИН,
директор.
Источник: "Каçал Ен"