13 января 2017 г.
"Каçал ен" ("Октябрь ялавĕ") хаçат редакцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Зинаида Николаевна Соловьева паянхи кун та хаçат вулаканĕсене хăйĕн статйисемпе тăтăшах савăнтарать. Хăнăхнă ĕç - уншăн чун киленĕçĕ. Зинаида Николаевна редакцире 31 çул тăрăшнă. Çак вăхăта пичет ĕçĕн ветеранĕ савăк кăмăлпа аса илет.
- Пĕр вырăнта ларакан журналист çыравçă мар. Ытларах çынсем хушшинче пулма тăрăш, ялсене тăтăшах тухса çỹре, - тесе вĕрентетчĕ Никандр Афанасьевич Якимов редактор ĕçлеме пуçласассăнах. Вăл корреспондентсене хăйсен ăсталăхне ỹстерме, пĕр-пĕр темăпа интереслентерме, ăна тĕпчесе хитре те илемлĕ статьясем çырма хавхалантаратчĕ. Вăл каланă сăмахсене тĕпе хурса нумай-нумай материал çыртăм, паллă çынсемпе пĕрре кăна мар тĕл пултăм. Туслă коллективра ĕçлеме те, савăнма та вăхăт тупаттăмăр. Пушă вăхăтра спорт сехечĕсем те иртетчĕç. Редакцире ĕçлекенсем - хăйне евĕр коллектив. Тепĕр чухне пĕр-пĕрне йĕплесе, тăрăхласа илесси те пулкалатчĕ. Çак "хурана" уйрăмах çамрăксем лекетчĕç. Пĕррехинче мана Никандр Афанасьевич типографинчен корректура станокне илсе килме ыйтрĕ. Çамрăк хĕрте юн вĕрет тейĕн, вĕçтертĕм типографине редактор хушнă ĕçе пурнăçлама. Вырăна çитрĕм те манран кулаççĕ, станок йăтса каяймастăп-ха ĕнтĕ эпĕ (кулать). Кун пек кулăшла самантсем пĕрре кăна мар пулнă. Нихăçан та пĕр-пĕрин çине çилленмен, пурте пĕрле хавхаланса ĕçленĕ, - каласа парать Зинаида Николаевна.
Пичет ĕçĕн ветеранĕ хăйĕн пурнăçĕнче вун-вун çынпа паллаштарнă пире. Вăл районти паллă çынсем, маттур яшсемпе хĕрсем, пултаруллă çемьесем пирки сахал мар çырнă, сăвăсем, калавсем, очерксем та пайтах шăрçаланă. Унăн материалĕсем район хаçатĕнче çеç мар, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче те пĕрре кăна мар пичетленнĕ. Зинаида Николаевна каласа панă тăрăх, вăл Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах "Пионерская правда" хаçатпа туслă пулнă. Пирвайхи сăввисене те вăл шкул вăхăтĕнчех çырма тытăннă. Пултарулăха аталантарма Геннадий Иванович Яковлев, Елена Яковлевна Поргунова учительсем нумай пулăшнă. Вĕсем чи малтан унăн сăввисене, калавĕсене, заметкисене вуласа хакланă, ăçта мĕн хушмаллине, тỹрлетмеллине вĕрентсе пынă. Зинаида Николаевна паянхи кун та хăйĕн педагогĕсене ырăпа аса илет, чĕререн тав тăвать.
Маттур журналист хăй те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Çамрăк корреспондентсем унран нумай ăсталăха вĕреннĕ. Çав йышра эпĕ те. Редакцире практикăра пулнă май Зинаида Николаевна материалсене пĕрре кăна мар тĕрĕсленĕ, мĕнлерех çырмаллине те вĕрентнĕ. Унăн сĕнĕвĕсем халĕ те асрах.
Сăмах ăсти паянхи кун та çынсемпе тĕл пулать, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланать. Шăрçаланă йĕркесене вулакансем патне илсе çитерет.
Ĕçри пултарулăхне хакласа Зинаида Николевнăна пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе, Дипломсемпе чысланă. Вăл - Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Ĕçри пултарулăхне хакласа Зинаида Николевнăна пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе, Дипломсемпе чысланă. Вăл - Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"