10 января 2017 г.
Январь уйăхĕнчи канмалли кунсенче районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Нумайăшĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕ, ыттисем культура мероприятийĕсене хутшăнчĕç. Ачасем, аслăрах çулхисем йĕлтĕрпе, конькипе ярăнса, хоккейла, футболла, волейболла выляса киленчĕç. Чи маттуррисем çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.
Январĕн 3-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Çĕнĕ çул уявĕн волейбол турнирĕ иртнĕ. Турнира хутшăннă 6 команда мала тухассишĕн тупăшнă. Хĕрỹ тупăшура районти предпринимательсен команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - физкультура учителĕсен команди.
Январĕн 4-мĕшĕнче Е.Н. Петрейкина ячĕпе йĕркеленĕ хĕрсен волейбол турнирĕнче Шурут вăтам шкулĕн хĕрĕ сем çĕнтернĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш вырăнта. Нĕркеç хĕрĕсем виççĕмĕшсем пулнă.
Январĕн 5-мĕшĕнче мини-футбол вăййине кăмăллакансем стадионта выляса тупăшнă. 9 команда мала тухассишĕн ăмăртнă. Хĕрỹ тупăшура "Гигант" команда Раштав кубокне çĕнсе илнĕ. "Дружба" ЯХПК команди иккĕмĕш вырăна тухнă.
Кăçалхипе 23-мĕш хут иртекен волейбол вăййин Раштав кубокне çĕнсе илессишĕн спортсменсем январĕн 6-мĕшĕнче вăйă площадкине тухнă. Хĕрỹ тупăшура çамрăк каччăсен "Кубня" команди çĕнтернĕ. Урмаел команди - иккĕмĕш, Чĕчкенсем виççĕмĕшсем пулнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"