АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи çулталăкне ырă ĕçпе пуçларĕç

10 января 2017 г.

 Январĕн 2-мĕшĕнче Хирти Шăхасан ял варринчи кỹлĕ хĕрринче кунĕпех моторлă пăчкă сасси илтĕнчĕ. Вăл кунхине Александрпа Сергей Любимовсем, Валерий Захаров, Сергей Соколов тата Юрий Любимов пуçарăвĕпе йывăçсене касса тирпейлес тесе ĕçе пуçăнчĕç. Пĕрлехи ĕçе кỹршĕ ялсем те хутшăнчĕç. Хăшĕ-пĕрисем усăннă тата хăрнă туратсене касса антарчĕç, теприсем сыпăласа тăчĕç, виççĕмĕшсем каснă пуленккесене вакласа пычĕç. Хĕрарăмсем вак-тĕвек туратсене пуçтарса кăвайтра çунтарчĕç, вакланă вутсыпписене шаршана купаласа пычĕç. Валентина Андреевăпа Елена Афанасьева халăхпа пĕрле ĕçленисĕр пуçне шỹрпе хатĕрлеме те вăхăт тупрĕç.

Çак кун Хирти Шăхасансем Раççей Президенчĕ 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе йышăннине тĕпе хурса ырă ĕçсемпе пуçласа ыттисене тĕслĕх кăтартса пачĕç. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ илменех пурте пĕрле пысăк йышпа çулталăка ырă ĕçпе пуçларĕç.

Çак кунхине кỹлĕ хĕрринче хастар ĕçленĕ çынсен ячĕсене каласа хăвармасăр чун чăтмасть. Вĕсем çаксем: Александр, Сергей Любимовсем, Елена, Ирина Любимовасем, Валентина Андреева, Елена Афанасьева, Евгений Афанасьев, Геннадий Анисимов (Хирти Явăш), Валерий, Петр, Владимир Захаровсем, Семен Ракчеев, Петр Родионов, Галина Родионова, Федор Кульмаков, Валерий Ильин (Аслă Çĕрпỹел), Елизавета Макарова, Вячеслав Яковлев, Леонид Лукиянов, Любовь Соколова, Сергей Соколов, Юрий Любимов.

Уяв кунĕсем Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех те тухăçлă иртрĕç. Килте тунсăхласа ларакан пулмарĕ, пурте ĕçе кỹлĕнчĕç. Январĕн малтанхи кунĕсенче ял çыннисем Хирти Шăхасан ялĕнчи сад пахчи тавра ỹсекен ватă тирексене те касса тирпейлерĕç. Аслисемпе пĕрле ачасем те тăрăшса ĕçленине палăртса хăварас килет. Анатолий Анисимов вĕçен кайăксем валли сырăшсем ăсталама та вăхăт тупнă. Халĕ ĕнтĕ сад пахчинче хĕллехи кунсенче вĕçен кайăксем апатланĕç. Ĕçе йышпа пурнăçласассăн епле аван иккен.

Ю.ЛЮБИМОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика