10 января 2017 г.
Раштав - Христос çуралнă кун (Рождество Христово) - пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Православи тĕнне тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Христиансем пурте çак уява питĕ кĕтеççĕ. Çак кун тĕнчере чи паллă çын - Христос - çуралнă. Вăл тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă.
Пысăк та сăваплă уява тĕпе хурса районта кашни çулах республика шайĕнчи "Свет Рождества" фестиваль йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи фестивале январĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче йĕркелерĕç. Пухăннисене, уява хутшăнакансене Комсомольски районĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, тăнăçлăх сунчĕ.
Асăннă фестивале ача садне çỹрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнни чăннипех те савăнтарать. Вĕсем залра ларакансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Фестивале районти коллективсем çеç мар, Улатăр, Шупашкар хулисен вокал ушкăнĕсем те килсе çитнĕ. Жюри членĕсене: Александр Спиридонов иерее, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорне Георгий Перьева, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра заведующине Юлия Дмитриевăна çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ.
Уявра чи маттур юрлакансене, "Юмах", "Ỹкерчĕксем" номинацире çĕнтернисене парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Раштав уявне çакăн пек çỹллĕ шайра йĕркелени чăннипех те пархатарлă. Ачасем, вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашаççĕ, православи тĕнĕн юррисене юрлаççĕ, ыттисен çепĕç сассисене итлесе савăнаççĕ. Фестивале йĕркелекенсене ашшĕ-амăшĕ, педагогсем чĕререн тав тăваççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"