10 января 2017 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 856-р №-лĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2017 çулта кашни уйăхра Спортпа сывлăх кунĕсене йĕркелессине çирĕплетнĕ.
"Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне уйăхра пĕрре тỹлевсĕрех кĕме, хăвăра килĕшекен спорт вăййине выляма е шыва кĕме пулать. Спортпа сывлăх кунĕсене январĕн 21-мĕшĕнче, февралĕн 18-мĕшĕнче, мартăн 25-мĕшĕнче, апрелĕн 22-мĕшĕнче, майăн 20-мĕшĕнче, июнĕн 17-мĕшĕнче, июлĕн 15-мĕшĕнче, августăн 12-мĕшĕнче, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, октябрĕн 21-мĕшĕнче, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, декабрĕн 16-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Аса илтеретпĕр, спортпа сывлăх кунне кашни уйăхрах йĕркелесси 2014 çултанпа йăлана кĕнĕ.
Источник: "Каçал Ен"