10 января 2017 г.
Вĕренỹре, ĕçре, общество пурнăçĕнче пултарулăхпа палăрнă, пысăк çитĕнỹсем тунă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашни çулах стипенди парса хавхалантарать. Чăваш Ен Ертỹçин кăçалхи январĕн 5-мĕшĕнчи 2-рг номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, 2017 çулта 994 çамрăк уйăхсерен 1830-шар тенкĕ ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Çак шутра пирĕн районти маттур яшсемпе хĕрсем те пур.
Стипендиатсем хушшинче ытларахăшĕ - районти шкулсен вĕренекенĕсем. Вĕсем: Лейсен Вахитовăпа Илназ Миначева (Чĕчкен тĕп шкулĕ), Наталья Воробьевăпа Елизавета Зайцева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Диана Давыдова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Ольга Евдокимова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), Димитрий Зайцев (Александровка тĕп шкулĕ), Ирина Макарова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Ирина Салминапа Александра Чернова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ). Игорь Николаев вара - Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕ. Сергей Муськин РФ Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" муниципаллă уйрăмĕн уголовлă шырав ушкăнĕн оперуполномоченнăйĕнче, Евгения Лукина "Комсомольски районĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ" МХУ бухгалтерĕнче тăрăшаççĕ. Сергей Суромов, Çĕнĕ Мăрат каччи, ĕçлеме те, вĕренме те вăхăт тупать. "Çĕнĕ техника туса кăларас енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм тĕнчери инжиниринг компанийĕ" ООО-ри инженери шутлав пайĕн конструктор инженерĕ магистратурăра та пĕлĕвне ỹстерет. Наталия Кокаревăпа (Михайлова - хĕр хушамачĕ) Диана Тимаева обществăлла ĕçри хастарлăхшăн стипенди илме тивĕçнĕ. Наташа - "Чăваш Республикинчи казаксен культура центрĕ", Диана вара Пĕтĕм Раççейри "Молодая гвардия Единой России" обществăлла организацисен членĕсем.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"