АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕлпулу

10 января 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 7-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Комсомольски районĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тата 2017 çулхи тĕллĕвĕсене пăхса тухнă, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ. Алексей Самаркин кăçал та сĕт-çу фермисемпе пахча çимĕç хранилищисем тăвас ĕçе малалла тăсассине пĕлтернĕ. Çавăн пекех муниципалитетра вĕренỹ тытăмне аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, çамрăк педагогсене хавхалантарма район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕрер пин тенкĕлĕх ятарлă стипенди çирĕплетнĕ. 2016 çулта районти шкулсенчи 2 спортзала юсанă, 7 шкулта санитарипе гигиена вырăнĕсене юсанă тата çĕннисем тунă. Хирти Явăшра çĕнĕ шкул хута кайни те пысăк пулăм. Çакăншăн Алексей Александрович республика ертỹлĕхне тав тунă.

Алексей Самаркин Урмаел ял тăрăхĕнче ачасем çураласси çỹллĕ шайра пулнине палăртса хăварнă. Çавна май кунта шкул çулне çитичченхи ачасем валли ача сачĕ кирлех. Михаил Игнатьев шкул никĕсĕ çинче шкулчченхи ачасем валли вырăнсем йĕркелеме сĕннĕ.

Районта çынсене официаллă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май пĕлтĕр 300 çын официаллă майпа ĕçе кỹлĕннĕ.

Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев демографи лару-тăрăвне тата ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика