10 января 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвне хатĕрлес ĕç пуçланнă. Ку документра Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске вăхăтлăх тата нумайлăха пыракан ĕçĕсен тĕп çул-йĕрне палăртаççĕ.
Çырăва хатĕрленĕ чухне республика çыннисен, общество организацийĕсен, граждан обществин тата институчĕсен шухăшĕсене тĕпе хурĕç. Халăх пурнăçĕн пахалăхне ỹстерме чи малтанах мĕн тумалла? Республика Пуçлăхĕн мĕнле темăсене тимлĕх уйăрмалла?
Сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail: press5@cap.ru, analit2@cap.ru.
Источник: "Каçал Ен"