АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсемпе мухтанатпăр

30 декабря 2016 г.

 Каçал ен тăрăхĕ маттур та пултаруллă, пуçаруллă çынсемпе пуян. Вĕсем тăван районта, республикăра, унăн тулашĕнче пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн пурте пĕрле савăнатпăр. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă.

Акă, çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕвенеш ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешсене - Анатолийпе Вячеслав Ивановсене - ĕçри курăмлă çитĕнỹсемшĕн тата промышленноçра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пысăк наградăсем парса чысланă. Анатолий Флегентовича Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав хучĕпе, Вячеслав Флегентовича - "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Ентешсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.

Икĕ пĕртăван - Анатолийпе Вячеслав - Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, унтах ĕçлеççĕ. Анатолий Флегентович - "Промэнерго" ХАО генеральнăй директорĕ, Вячеслав Флегентович директор çумĕнче тăрăшать. Вĕсем ертсе пыракан предприяти республикăри тухăçлă ĕçлекеннисен шутĕнче. Юлашки 5 çулта вĕсем 1500 тăваткал метр производство лаптăкне хута янă. 2015 çулта 210 млн тенкĕлĕх продукци реализациленĕ. Ĕçĕ чăннипех те курăмлă.

Пĕртăвансем производствăна аталантарнипе пĕрлех, тăван района пулăшас ĕçре те чи хастаррисем. Сăмахран, 2014 çулта Комсомольскине кĕрекен çĕре вырнаçтарнă стелăна та вĕсен предприятийĕнче туса хатĕрленĕ, вĕсемех лартса вырнаçтарнă. Ивановсем - "Кĕтне" ентешлĕхĕн хастар пуçаруçисем те. Вĕсем пур ĕçре те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

Г.ЕГОРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика