АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сире Хĕл Мучи саламланă-и?

30 декабря 2016 г.

 Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май Хĕл Мучи парнисемпе савăнтарма пуçларĕ те ĕнтĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн активисчĕсемпе волонтерĕсем уяв ячĕпе темиçе акци те йĕркелеме ĕлкĕрчĕç. Шкул ачисен "Çĕнĕ хум" юхăвĕн маттурĕсем май пур таран çынсене савăнăç парнелесшĕн.

"Хĕл Мучи - хăнара" акци йĕркипе çамрăксем заявкăсем йышăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тата ачасем йыхравланипе ачасем кĕçĕннисем патне киле саламлама каяççĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике пĕчĕк ачаллă çемьесене килĕсене çитсе савăнтараççĕ, вăйă выляттарса парнесем параççĕ, Çĕнĕ çулта хастар та маттур, ĕçчен пулмаллине, спортпа туслашмаллине аса илтереççĕ. Акцие аслă классенче вĕренекенсем сĕннипе йĕркеленĕ, Хĕл Мучипе Юр Пике çулçỹреве тỹлевсĕрех тухма хатĕр. Волонтерсемпе активистсем аслă ăру çыннисем пирки те манмаççĕ. Çак кунсенче вĕсем Шурут ялне кинемейсемпе мучисене курма васкарĕç. Шурутри ватăсен çуртĕнче çамрăксем уяв концерчĕпе тата парнесемпе савăнтарчĕç.

"Таврари çынсене кăшт та пулин хаваслăрах, ырăрах тусан хамăра та савăк. Чăнах та, таçтан асамçă килессе кĕтсе лармалла мар, хамăр та асамçăран кая мар вĕт. Мĕн чухлĕ ача-пăчана савăнтаратпăр", - теççĕ вĕренекенсем.

Алена МАРКИДАНОВА,

10-мĕш класс вĕренекенĕ.

Хисеплĕ вулакансем, эсир кăçал мĕнле ырă ĕçсем пурнăçларăр? Çырса пĕлтерĕр. Кĕтетпĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика