30 декабря 2016 г.
Январь уйăхĕн канмалли кунĕсенче (1-9-мĕшĕсенче) районта пурăнакансемпе хăнасем, спорта кăмăллакансем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма пултараççĕ.
Акă, январĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Самаркинăн кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ иртет. Январĕн 4-мĕшĕнче Е.Петрейкинана халалланă волейбол турнирне хутшăнма май пур. Январĕн 5-мĕшĕнче вара футболистсем мини-футбол выляса Раштав кубокĕшĕн тупăшĕç. Январĕн 6-мĕшĕнче арçынсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртĕ. Январĕн 8-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК-ри каток çинче театрализациленĕ мероприяти иртет. Кашни кунах конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнса киленме пулать.
Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче иртекен мероприятисен, спорт ăмăртăвĕсен тулли планĕпе район тата "Каçал ен" хаçат сайчĕсенче паллашма май пур.
Источник: "Каçал Ен"